Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри Наци телерадиокомпани ĕçченĕсемпе тĕл пулнă

 Чӳк уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри Наци телерадиокомпани ĕçченĕсемпе тĕл пулнă. Тĕплĕ калаçăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Алла Салаева, Чăваш Республикин информаци политикин министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан   Юлия Стройкова хутшăннă. Чăваш Наци телерадиокомпанийĕн ертӳçи Александр Магарин   хăйĕн сăмахĕнче МИХ ĕçĕсем пирки ытларах чарăнса тăнă. Асăннă компани Чăваш Енре 2010-мĕш çулта йĕркеленсе кайнине пĕлтернĕ. Паян организацине Наци радиовĕ, Тăван радио тата Наци телекуравĕ кĕнине асăннă. Виççĕ каналĕ те кунĕ çĕрĕпе ĕçленине палăртнă, передачăсем чăвашла тата вырăсла янăранине асăннă. 2014-мĕш çултан пуçласа пур кăларăма та интернетра пăхма е итлеме май пуррине палăртнă. Организацире пĕтĕмпех хальхи пурнăçпа тӳр килекен хатĕрсене вырнаçтарнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче тăтăшах Наци тата Тăван радио кăларăмĕсене итленине пĕлтернĕ. Чăваш Ен Наци телерадиокомпани ĕçне пысăка хакланă. Ушкăн пĕрне-пĕри ăнланса килĕштерсе ĕçленине асăрханă. Пухăннисем малашлăхра аталанассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Чăваш Енре Наци телерадиокомпанине йĕркелесе яни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă Михаил Игнатьев, ăна аталанса пыма сахал мар укçа-тенкĕ тăкакланине палăртнă. Регионта пурне те аталанса пыма кирлĕ пек условисем йĕркеленине каланă. Алла Салаева ĕç ушкăнĕпе çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртесси пирки чарăнса тăнă. Сӳтсе явмалли ыйтусем чылай пулнă. Пурлăхпа техника базине пуянлатасси, эфира тухма пӳлĕмсене сарлакалатасси тата ыттисем те. Чи пысăк пĕлтерĕшли - влаçпа массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем хушшинчи эффективлăха ӳстересси. «Регионăн уçăмлăхĕ ытларах чухне сирĕнтен килет. Халăх патне тĕрĕс хыпарсене вăхăтра илсе çитересси – сирĕн тĕп тĕллев», - тенĕ Михаил Игнатьев, калаçăва пĕтĕмлетнĕ май, малашне тата та актуаллă кăларăмсене йĕркелесе халăх патне илсе çитерме сĕннĕ. Тĕплĕнрех

 



07 ноября 2015
10:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter