«Сире пурсăра та пĕр сĕнӳ - яваплăха туйса тӳрĕ кăмăлпа ĕçлĕр, ун чухне нимĕнле парăм та пухăнса каймĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев

 Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Чи малтанах канашлу ĕçне пуçличчен ырă хыпар пĕлтернĕ. Атăл леш енне «Газпром межрегионгаз» компани газ кĕртме хатĕр пулни çинчен пĕлтерекен официаллă çырăва илнине асăннă. Атăл леш енче пурăнакансем 2017-мĕш çулта газ ырлăхне туйма пуçлĕç. Ку питĕ пуриншĕн те меллĕ, инвестици илĕртӳлĕхĕ ӳсĕ», - палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Сăмаха май, «Газпром» патшалăх корпорацийĕн витĕмлĕхĕпе сахал мар регионта объектсене хута янине каланă. Калăпăр, нумаях пулмасть Пăр керменĕ çĕкленсе ларчĕ. Канашлура кун йĕркипе килĕшӳллĕн, пĕрремĕш ыйтупа Чăваш Республикин республика бюджечĕн 10 уйăхри ĕç кăтартăвĕпе финанс министрĕ Светлана Енилина тĕплĕн паллаштарнă. Бюджетăн тупăш пайĕ пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан 101,6 процент пулнине пĕлтернĕ. Налуксенчен пухăнакан укçа-тенкĕ те самай пуçтарăнни куçкĕретех. Физически сăпатсен пурлăх налукĕ сахалтарах пухăннине палăртса хăварнă. Тăкаксен пайĕ ӳссе пыни сисĕнет. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан 1,3 процент хăпарнă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче организацисемпе предприятисем налук тӳленине кирлĕ пек пурнăçласа пынине çирĕп тĕрĕслеве илмеллине каланă.  Бюджетран куçакан укçа-тенкĕне вăхăтра тата туллин, тухăçлă усă курма сĕннĕ. Чăваш Республикинче пурăнма юрăхсăра тухнă авариллĕ çуртсенчен граждансене хăтлă хваттерсене куçарнин ĕç кăтартăвĕпе Чăваш Енри строительство министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Герасимов тĕплĕн каласа кăтартнă. Тĕллевлĕ программăпа Чăваш Ене 5 млрд тенкĕ ытла пăхса хăварнине пĕлтернĕ. 2013-2017-мĕш çулсенче Чăваш Республикинче юрăхсăра тухнă пурĕ 853 нумай хваттерлĕ çурта ишсе аркатма палăртнă. Кăçал Программăн иккĕмĕш тапхăрĕ пурнăçланать регионта. Паянхи кун тĕлне  республикăра 1262 çынна хваттерсемпе тивĕçтерме те ĕлкĕрнĕ. Программăн иккĕмĕш тапхăрĕпе Элĕкре, Куславккара, Сĕнтĕрвăрринче, Пăрачкавра, Вăрмарта, Çĕрпӳре,  Шăмăршă районĕнче тата Канаш хулинче ăнăçлă ĕçленине каланă.  Ытти районсенче программа малалла пурнăçланать. 2015-2016–мĕш çулсем валли йышăннă программăн виççĕмĕш тапхăрĕ те пуçланнă. Программăпа килĕшӳллĕн 1091 çемьене хваттерсемпе тивĕçтерме палăртса хунă. Чăваш Республикин тĕп хулинче палăртнă ыйтупа лару-тăру еплерех пулни пирки Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков тĕплĕн паллаштарнă. Вăл каланă тăрăх, Программăн иккĕмĕш тапхăрĕпе пурĕ 22 нумай хваттерлĕ çурта ишсе аркатма палăртнă. Халлĕхе 221 хваттертен 75-шне хута янине каланă, ытти хваттерсене те çĕклесе лартассипе хĕрӳ ĕç пынине асăннă. Паянхи кун тĕлне тата та пурĕ 132 хваттер хута ямаллине пĕлтернĕ вăл. Программăн виççĕмĕш тапхăрĕпе те ĕçе кӳлĕннине асăннă. Докладсене итленĕ хыççăн, Михаил Игнатьев Программăсем вăхăтра тата кирлĕ пек шайра пурнăçланмаллине асăрхаттарнă, халăха хваттерсемпе çыхăннă ыйтусене вăхăтра пĕлтерсе тăмаллине каланă. Регионта Халăхсен пĕрлĕхĕн кунне уявласа ирттерни çинчен Чăваш Республикин культура министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Константин Яковлев тĕплĕн каласа кăтартнă. Пурĕ республикăра 500 ытла мероприяти иртнĕ, 30 пин ытла çын хутшăннă. Чи пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисем Шупашкарта иртнине пĕлтернĕ. Çак паллă кун Хĕрлĕ площадре уяв митингĕ иртнĕ, унта 10 пин ытла çын хутшăннă. Регионти тĕрлĕ организацисемпе предприятисенчен, влаç органĕсенче тăрăшакансем, ахаль çынсем, хулана ятарласа уява килнĕ хăнасем пуçтарăннине палăртнă. Мускавра та уяв питĕ чаплă пулнă. Унта Чăваш Енрен сумлă делегаци кайнă. Михаил Игнатьев уява хутшăннисене пурне те тав сăмахĕсем каланă. Çакăн йышши мероприятисене ытларах çамрăксене явăçтарма сĕннĕ. Вĕсен тăван хуламăра, Чăваш Ене, çĕршывăмăра юратма вĕренмелле. Канашлура иртнĕ планеркăра хускатнă ыйтăва та тепĕр хут çĕкленĕ. Пĕлтĕр пăрлă çумăра пула нумай йывăçсем аманнă пулнă. Халĕ вара вĕсенчен хăтăлас тесе, тавралăха тирпей-илем кӳртме тĕллев лартнă пулнă. Палăртнă ыйтăва Чăваш Республикин транспорт министерствине çирĕп тĕрĕслеве илме хушнă.  Лару-тăру вырăнтан та тапранман. Çитменлĕхе пĕтерме хушнă Михаил Игнатьев. Предприятисемпе организацисен ертӳçисем пухăнса кайнă налук парăмĕсем пирки каласа кăтартнă.  Парăмсене мĕнлерех парса татма май пуррипе çукки çинчен канашланă. «Сире пурсăра та пĕр сĕнӳ - яваплăха туйса тӳрĕ кăмăлпа ĕçлĕр, ун чухне нимĕнле парăм та пухăнса каймĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев. Республикăра сахал мар предприятисемпе организацисем, яланах налуксене вăхăтра кирлĕ пек шайра тӳлесе пыраççĕ. Вĕсенчен тĕслĕх илни паха. Саккуна пăхăнса ĕçлеменнисене явап тыттарма тăрăшăпăр», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.



09 ноября 2015
15:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter