Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн çамрăк яшсем хушшинче самбо енĕпе Пĕтĕм Раççейри спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ

 


Чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕнче  Чăваш Республикинчи Ачасемпе çамрăксен Олимп резервĕсен самбо тата дзюдо  енĕпе ятарлă спорт шкулĕнче  Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн çамрăк яшсем хушшинче самбо вăййипе Пĕтĕм Раççейри спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ. Регионта мероприятине спортăн çак тĕсĕ аталанма пуçланнăранпа 50 çул çитнине халалланă. Спорт мероприятине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Михаил Резников, Чăваш Ен спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Шупашкар хула пуçлăхĕ  Леонид Черкесов хутшăннă. Ăмăртăва хутшăнакансене республика Пуçлăхĕ саламланă: «Эпĕ, чăннипех спортăн çак тĕсне эсир суйласа илнĕшĕн савăнатăп. Самбо çынра кăмăл-сипет туйăмне аталантарма витĕм кӳрет, арçынра чăн-чăн паттăрлăх туйăмне çирĕплетме пулăшать», - тесе каланă вăл. Чăваш Енре патшалăх политикин приоритетлă ыйтусенчен пĕри спорта аталантарасси пулнине палăртса хăварнă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «Ачасем мĕн пĕчĕкренех спорта юратса çитĕнччĕр тесе, эпир хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех йĕркелесе панă. Пур çын та сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма пултарать», - тенĕ. Михаил Игнатьев регионта самбо питĕ активлă аталанса пынине каланă. Уйрăмах çамрăксем ытларах спортăн çак енне питĕ кăмăлланине асăннă. Тĕнче шайĕнче ирттерекен ăмăртусенче те Чăваш Ен спортсменĕсем çитĕнӳсемпе таврăнни çакнах çирĕплетсе панине палăртнă Пуçлăх. Мадрид хулинче иртнĕ Европа Кубокĕнче Эдер Лаврентьев тата Артем Щербаков çĕнтерӳсемпе таврăннă, вĕсем Раççей, Чăваш Ен чысне çӳлтен те çӳле çĕклесе пырса чăваш халăхăн ятне ырăпа асăнма хисеп çĕнсе илнĕ.Чăваш Енри самбо енĕпе Раççей спорт мастерĕ ята илнĕ пиллĕк яша удостоверени парса чысланă. Ăмăртусем Чăваш Енре чӳк уйăхĕн 6-8-мĕш кунĕсенче иртнĕ. Мероприятине Раççейри 15 регионтан тата Казахстанран 150 спортсмен ытла хутшăнма кăмăл тунă.Чăваш Ен пĕрлештернĕ ушкăнĕнче 30 ытла спортсмен кĕнĕ. Палăртса хăваратпăр, 2014 çулта Чăваш Республикин пĕрлештернĕ ушкăнĕ Кубока çĕнсе илнĕ пулнă, кăçал та мала тухса çĕнтерĕве тивĕçнĕ . Тĕплĕнрех



09 ноября 2015
08:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter