Политикăпа экономика коммуникацийĕн агенстви çĕршыври регионсен ертӳçисен витĕмлĕхĕ çинчен палăртакан рейтингра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ чи вăйлă ĕçлесе пыракансен ертӳçĕсен ушкăнне кĕнĕ

Политикăпа экономика коммуникацийĕн агенстви  çĕршыври регионсен ертӳçисен витĕмлĕхĕ çинчен палăртакан черетлĕ рейтинга юпа уйăхĕнче пичетлесе кăларнă. Ку хутĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ рейтинг кăтартăвĕсем тăрăх 34-мĕш вырăнта тăрать. Енчен те авăн уйăхĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ вăтам ĕçлесе пыракан ертӳçĕсем шутĕнче тăнă пулсассăн, халĕ вара юпа уйăхĕн кăтартăвĕсем тăрăх, чи вăйлă ĕçлесе пыракансен ушкăна кĕнĕ, Хăйĕн позицине Чăваш Ен Пуçлăхĕ  18 хут ӳстерни куçкĕретех. Атăлçи федераци округне кĕрекен 14 лидер хушшинче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 7-мĕш вырăнта тăрать. Палăртса хăваратпăр, 2015-мĕш çулхи юпа уйăхĕнчи рейтинг ĕçне пĕтĕмлетӳ тума 25 эксперт хутшăннă:  политологсем, политтехнологсем, медиаэкспертсем, журналистсем.



09 ноября 2015
11:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter