Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри хула тата район администрацийĕсен ертӳçисемпе видеоканашлу ирттернĕ

 Чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри хула тата район администрацийĕсен ертӳçисемпе видеоканашлу ирттернĕ. Канашлăва пухăннисем пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен лайăх хăтлă çуртсене куçарас ыйтусемпе çыхăннă самантсене тĕплĕн сӳтсе явнă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче регионта уйрăм муниципалитетсенче палăртнă Программăна кирлĕ пек шайра пурнăçланине асăнса хăварнă. Чăваш Республикин строительство министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Герасимов хăйĕн докладĕнче граждансене авариллĕ çуртсенчен хăтлă хваттерсене куçарнин ĕç кăтартăвĕсемпе тĕплĕн паллаштарнă. Программăна пĕтĕмпе пурнăçлама 5 млрд 86 млн тенкĕ пăхса хăварнине асăннă. Чăваш Республикинче пурĕ аварийлĕ нумай хваттерлĕ çуртсем – 853. 2015 çулта Программăн иккĕмĕш тапхăрĕ пурнăçланать. Нумай хваттерлĕ 207 çуртран çынсене куçарса лайăх хваттерсемпе тивĕçтерме тĕллев лартнă.  Ĕçе ку енĕпе Элĕкре, Куславккара, Сĕнтĕрвăрринче, Вăрмарта, Çĕрпӳре, Шăмăршăра тата Канаш хулинче туллин пурнăçланине палăртнă. Ытти 13 муниципалитетсенче ĕç малалла пырать. Александр Герасимов хăйĕн сăмахĕнче Программăна кирлĕ пек шайра пурнăçлайман районсемпе хуласене палăртнă. Вĕсем: Муркашсем, Етĕрнесем, Улатăр, Шупашкар тата Çĕмĕрле хулисем. Çак асăннă муниципалитетсен ертӳçисем вырăнти лару-тăрупа тĕплĕн паллаштарнă. «Ыйтăва туллин тивĕçтерме финанс тĕлĕшĕнчен укçа-тенкине вăхăтра куçарса панă. Раççей Президенчĕ Владимир Путин пирĕн ума лартнă тĕллевсене пурнăçламалла», - тесе çирĕппĕн асăрхаттарнă регион Ертӳçи. Канашлура Чăваш Республикин строительство министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Герасимов газ ыйтăвĕпе çыхăннă самантсем пирки те чарăнса тăнă, йывăрлăх кăларса тăратнă ыйтусем çинчен каласа хăварнă. Муниципалитетсенче газшăн парăмсем чылай пухăнни сисĕнет. Парăмсем ытларах: Вăрнарсен, Йĕпреçсен, Куславккасен,  Сĕнтĕрвăррисен, Çĕрпӳсен, Улатăр, Канаш, Шупашкарпа Çĕмĕрле хулисен. «Газпром межрегионгаз Чебоксары» ТМЯО генеральнăй директорĕ Кияметдин Мифтахутдинов хăйĕн сăмахĕнче администрацисен счетчĕсене чарса лартни йывăрлăхран тухма пулăшнине асăннă. Лару-тăрăва малашне уçăмлатма кирлĕ пек сĕнӳсем панă. Чăваш Ен Премьер-министрĕ Иван Моторин хăш-пĕр муниципалитетсен ертӳçисем асăннă ыйтăва çиелтен пăхма тăрăшнине каланă. Малашлăхра ыйтăва çирĕп тĕрĕслеве илме шантарнă. Регион Ертӳçи палăртнă ыйтупа муниципалитетсен пуçлăхĕсене итленĕ. «Енчен те малалла та лару-тăру аванланмасан, тĕрлĕ комиссисем витĕр кăларма тĕллев лартăпăр. Ун чухне кашни ертӳçĕ кирлĕ пек саккун умĕнче явап тытĕ», - тесе асăрхаттарнă Михаил Игнатьев. Нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтерес ыйтупа Чăваш Республикин пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен Патшалăх комитечĕн председателĕ Наталья Тимофеева тĕплĕн каласа кăтартнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшӳллĕн регионта пурĕ нумай ачаллă 6550 çемьене шута илнĕ. Вĕсенчен 3626-шне çĕрсемпе тивĕçтернĕ те. Питĕ лайăх ĕçлесе пыракан районсем: Улатăрсем, Пăрачкавсем, Çĕмĕрлесем. Кăтарту пĕчĕк çак районсемпе хуласенче: Çĕрпӳ районĕнче, Канаш, Çĕмĕрле, Çĕнĕ Шупашкар хулинче. Çак асăннă муниципалитетсен ертӳçисен хуравĕсене  итленĕ хыççăн, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çапла каланă: «Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев, нумай ачаллă çемьесен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатса пырасси», - тенĕ. Палăртнă ыйтăва çирĕп тĕрĕслеве илме хушнă. Тĕплĕнрех

 



09 ноября 2015
10:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter