Иван Моторин Чăваш Республикинче гуманитари ăслăлăхĕсене аталантарас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвне ирттернĕ

 Чӳк уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен премьер-министрĕ Иван Моторин Чăваш Республикинче гуманитари ăслăлăхĕсене аталантарас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвне ирттернĕ. Мероприятине Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов хутшăннă. Чăваш Енри Гуманитари институчĕн истори енĕпе ĕçлекен наукăн тĕп ĕçтешĕ Иван Бойко хăйĕн докладĕнче социологи енчен йĕркелесе ирттернĕ тĕпчев ĕçĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Палăртнă ĕçе аслă шкул 15 çул хушши тишкернине асăннă. Малашлăхра тата та çĕнĕ тĕпчев ĕçĕсене йĕркелеме палăртса хунине асăннă. Чăвашсен этнокультурине, социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене çивĕчрех пăхса тухма палăртнине каланă. Ларура «Чăвашсен мифологийĕ» тĕпчев проектне тăратнă. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн  директор çумĕ Геннадий Николаев хăйĕн сăмахĕнче специалистсен пуçарăвĕпе, вĕсен витĕмĕпе чăвашсем пирки, вĕсен тĕнĕпе тата ытти культура ыйтăвĕсемпе çыхăннă пайсемпе  çĕнĕ кăларăм хатĕрленнине пĕлтернĕ, тĕпчев ĕçĕ 2016-мĕш çулта пĕтĕмпех хатĕр пулассине каланă. Чăваш Ен Премьер-министрĕ хăйĕн сăмахĕнче бизнес-пĕрлешӳсен представителĕсем хăйсен ĕç-хĕлĕнче мифологи персонажĕсене тата символĕсене усă курма пултарнине палăртнă. Хальхи пурнăç таппинче Интернетра чăваш чĕлхи пулмалли пирки тата унăн пуласлăхĕ çинчен «Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ» патшалăхăн ăслăлăх учрежденийĕн  директорĕ Юрий Исаев тата филологи енĕпе ĕçлекен тĕпчевçĕ Геннадий Дегтярёв тĕплĕн калаçнă. вĕсем паянхи пурнăçра ытларах чăваш чĕлхи çине пысăк тимлĕх уйăрма сĕннĕ. Иван Моторин хăйĕн сăмахĕнче чăваш чĕлхине ытларах пĕлес тата ăна анлăрах сарас тĕлĕшпе чăваш чĕлхине вырăс чĕлхи çине тата вырăс чĕлхине туххăмрах чăваш чĕлхи çине куçарма ятарлă программа тăвасси пирки ыйтăва тишкерме хушнă. Чăваш чĕлхиллĕ сайтсене ытларах Интернетра сарасси пирки те сăмах пуçарнă. Пĕлтĕр раштав уйăхĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн историйĕпе вĕрентӳ пособийĕсене хатĕрлеме çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас тĕлĕшпе ĕçлекенсене грант парса тивĕçтерес пирки те йышăну тунă. Кăçал утă уйăхĕнчен пуçласа палăртнă ыйтупа специалистсем ĕçе пуçланă та. Юрий Исаев тата истори енĕпе тăрăшакан тĕпчевçĕ Виталий Иванов авторсен ушкăнĕн ертӳçисем паянхи кун тĕлне вĕрентӳ кĕнекисене хатĕрлес ĕç хĕрӳ пынине, пособисем тĕрлĕ ӳсĕмри шкул ачисене пулăшма пултарассине пĕлтернĕ. Пухăннисем 2016-мĕш çул валли канашăн планне те пăхса тухса çирĕплетнĕ. Тĕплĕнрех



01 декабря 2015
10:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter