Ĕç йĕркипе тÿлевне - вăхăтра

Ноябрĕн 27-мĕшĕнче район администрацийĕн пысăк залĕнче районăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарассине вăйлатас енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвĕ пулчĕ. Унта организацисемпе предприятисен, ял тăрăхĕсен ертÿçисем, предпринимательсем хутшăнчĕç. Çавăн пекех ларура Чăваш Республикин ĕçе вырнаçтаракан патшалăх сулжбин ертÿçи С.Викторов пулчĕ.

Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ, районăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарассипе вăйлатас енĕпе ĕçлекен комисси председателĕ А.Куликов уçрĕ.

Малтанах ĕçе вырнаçтарассине кирлĕ пек йĕркеленине тĕрĕслессипе ирттерекен ĕçсем çинчен район администрацийĕн экономикăпа çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕн çумĕ М.Терентьева каласа пачĕ.

Ун хыççăн район прокурорĕн аслă пулăшаканĕ А.Большова, Вăрнарти районсем хушшинчи налук инспекцийĕн ертÿçин çумĕ Л.Иванова сăмах илчĕç. ЧР ĕçе вырнаçтаракан патшалăх службин ертÿçи С.Викторов ĕç йĕркипе тÿлевĕ çинче чарăнса тăчĕ. Вăл ку енĕпе районта лайăххипе пĕрлех çитменлĕхсем те пуррине асăнчĕ. Ĕç паракансенчен çирĕпрех ыйтмаллине, тĕрĕслев ĕçĕсене те вăйлатма кирлине палăртрĕ.

Комисси ларăвĕн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов пĕтĕмлетрĕ. Ĕç йĕркипе тÿлевĕ енĕпе тĕрĕслев ирттерессине вăйлатмаллине каларĕ. (Элĕк районĕ)



01 декабря 2015
11:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter