Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Правительство членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ

Чӳк уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин  Правительство членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Чăваш Енри пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен Патшалăх комитечĕн Председателĕ  Наталья Тимофеева хăйĕн докладĕнче 2015 çулта патшалăх пурлăхне приватизациленин ĕç кăтартăвĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Вăл каланă тăрăх, патшалăх пурлăхĕсемпе усă курнăшăн республика хыснине 419 млн. тенкĕ кĕнине асăннă, çулталăк планĕнчен 98 процент пулнине пĕлтернĕ. Тупăш ытларах çĕрсене арендăна панийĕнчен, патшалăх пурлăхне приватизациленĕрен тата ытти пулăшусенчен кĕнине каланă. 2015 çул валли палăртса хунă тăрăх, пурĕ пĕтĕмпе Чăваш Республикин патшалăхăн пурлăхне 28 объекта приватизацилеме тĕллев лартнине пĕлтернĕ. Паянхи куна 14 объектне приватизацилеме ĕлкĕрнĕ тата та 14 объекчĕпе ĕçсем хĕрӳ пынине палăртнă. «Атăлçи федерацине кĕрекен регионсен паха опытне тĕплĕн тишкертĕмĕр. Кăтартусем пĕчĕкленесси ытти регионсенче те курăнать. Çавăнпа та урăх мелсене шырама палăртса хутăмăр», - тенĕ Наталья Тимофеева. Пирĕн республикăра палăртнă план туллин пурнăçланассине нимĕн иккĕленмесĕрех каланă. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов 2015 çулта Чăваш Республикинче WorldSkills Russia чемпионатне ирттерессипе çыхăннă ĕçсен йĕркелӳ тапхăрĕсем пирки чарăнса тăнă. Министр палăртнă тăрăх, çак асăннă юхăма 1946 çултанпа йĕркелесе пынине пĕлтернĕ. Унта тăтăшах тĕнчери 72 çĕршыв хутшăннине асăннă. Палăртнă мероприяти ĕç  кадрĕсене ытларах анлăлатасси çине пысăк тимлĕх уйăрнине пĕлтернĕ. Хальхи вăхăтра WorldSkills юхăма РФ 43 регионĕ хутшăнма кăмăл тунă. Çак палăртнă юхăмăн ĕçне Раççейре Чăваш Ен иккĕмĕш кĕнине пĕлтернĕ. Ку мероприятине хутшăнма кăмăл тăвакансен шучĕ куçкĕретех ӳссе пынине пĕлтернĕ. Раштав уйăхĕн 1-4-мĕш кунĕсенче регионта Worldskills  Russia IV-мĕш Чемпионат ирттерме палăртать.  Унта пурĕ 61 конкурсант, 55 эксперт хутшăнĕç. Палăртса хăваратпăр, çитес 2016-мĕш çула Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе йышăннă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Указĕпе килĕшӳллĕн. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин чӳк уйăхĕн 26-27-мĕшĕсенче Шупашкарта регионсен хушшинчи "Ăнăçлă бизнесăн меслечĕсем тата тĕллевĕсене пурнăçа кĕртмелли çул-йĕрĕ" XI форум ĕçлени пирки тĕплĕн каласа кăтартнă. Ăна Пĕтĕм тĕнчери пахалăх кунне тата Европăри пахалăх эрнине халалланă. Кирек епле ĕçре те пахалăх шайĕ питĕ пысăк вырăн йышăнать. Çĕршывсен экономика санкцийĕпе çыхăннă хутшăнăвĕсем йĕркеленнĕ май пирĕн промышленноç çĕнĕ продукци туса кăларса халĕччен курман-пĕлмен рынок тупать, çапах та экономика енчен лару-тăру çăмăлах мар тăрать пулин те, Чăваш Республикинчи предприятисемпе организацисем хăйсен таварĕсен пахалăх шайне тытса пырассишĕн çирĕп пăхăнса ĕçленине асăннă министр. Пурĕ палăртнă мероприятинче 400 ытла çын хутшăннине пĕлтернĕ. Форумра предприятие ертсе пымалли меслетсем пирки, предприятин теветкел менеджментне йĕркелесси, бизнеса ăнăçтарас тесен вĕсен мĕн тумаллине, энергетика менеджменчĕн тытăмне организацисенче ĕçе кĕртесси тата ăна стандарт никĕсĕнче пурнăçа кĕртесси, Чăваш Республикинчи нумай функциллĕ центрсем кӳрекен патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕн пахалăхне лайăхлатасси енĕпе "çавра сĕтел" хушшинчи калаçусем иртнине асăннă. Форум ĕçне бизнес пĕрлĕхĕнчи  çынсем, чикĕ леш енчен ытти регионтан килнĕ пахалăх эксперчĕсем, республикăри предприяти-организаци, аслă шкулсен ертӳçисем хутшăннине палăртнă. Çамрăксене валли, вĕсем пахалăхшăн пулнине кура, «çавра сĕтелсем» йĕркелесе панине асăннă.  Чăваш Енре иртнĕ  М.Д. Михайлов ячĕллĕ пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕн пĕтĕмлетĕвĕ пирки  Чăваш Республикин культура министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Константин Яковлев каласа кăтартнă. Фестиваль регионта чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕнче «Любовный напиток» оперăпа уçăлнă.  Чӳк уйăхĕн 21-мĕшĕнче ятарласа студентсем, шкул ачисем,  предприятисемпе организацисен ĕçченĕсем валли курав йĕркеленине пĕлтернĕ. Ун чухне вĕсем билетсене льготăллă хакпа туяннине асăннă. Республикăра фестиваль чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче гала-концертпа вĕçленнĕ. Пурĕ мероприятисене 5 пин ытла çын хутшăнма кăмăл тунă.



01 декабря 2015
08:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter