Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ертсе пынă ларăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

 


Чӳк уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Мускавра пулнă. Унта вăл Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев йĕркелесе ертсе пынă ларăва хутшăннă, укçа парăмĕпе,  бюджетпа çыхăннă ыйтупа доклад тунă. Паллă пулăма Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Администраци Ертӳçи Вячеслав Володин, Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Çумĕ Дмитрий Козак, Раççей Федерацин финанс Министрĕ Антон Силуанов, регионсен пуçлăхĕсем хутшăннă. Дмитрий Медведев хăйĕн сăмахĕнче бюджет, парăмпа çыхăннă ыйтусем тавра калаçнă. Парăмсене пуçтарса яма юраманнине, çĕнĕрен те çĕнĕ тĕллевсене пурнăçа кĕртме лартнă ыйтусемпе асăрхануллă ĕçлеме, бюджетăн тăкаксен пайĕ çине пысăк тимлĕх уйăрма хушнă. Тухăçлă усă курăнман тăкаксене пĕчĕклетсе пымаллине асăрхаттарса хăварнă. Çĕршыв Правительстви регионсене бюджет кредичĕсемпе тивĕçтерес ĕçе малалла та йĕркелесе пырассине каланă. Çул-йĕр кредичĕсен парăмĕсене  реструктуризациленине пĕлтернĕ, регионсен парса татмалли парăмĕсене 52 млрд тенкĕ патнелле пĕчĕклетнине каланă. Кĕске вăхăтлăха паракан бюджет кредичĕсен каялла тавăрса памалли кунсен шутне 30 кунтан пуçласа 50 куна çитерме Правительство  тĕллев лартма хатĕрленнине пĕлтернĕ. «Федерацин казначействи линийĕпе 30 кунлăх паракан кредитсене регионсем  пурĕ 800 млрд тенкĕ ытла илнĕ. Губернаторсем ыйтнипе кредитсене парса татмалли тапхăра 50 куна çитерме палăртатпăр. Кун пек йышăну туни вĕсене ĕçлеме пулăшĕ», - тенĕ вăл калаçăва малалла тăснă май. Кун пек мерăсем йышăнса хăварнине кура юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне регионсен парăмĕсем 7 процента çити чакни куçкĕретех тенĕ Премьер-министр. «Регионсенче социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парас ĕç туллин пурнăçланса пырать», - тенĕ вăл калаçăва малалла тăсса Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ. Тĕплĕнрех



01 декабря 2015
08:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter