Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чăвашсен паллă çыравçипе Юхма Мишшипе тĕл пулнă

 

Раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чăвашсен паллă çыравçипе Юхма Мишшипе тата Чăваш наци конгресĕн президенчĕпе Николай Угасловпа тĕл пулнă. Ĕçлĕ калаçăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Юрий Васильев, Чăваш Республикин Правительствин  вице-премьерĕ  Алла Салаева,  Чăваш Республикин культура министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Татьяна Казакова хутшăннă. Пухăннисем чăваш литературине аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. «Чăваш Республикинче наци чĕлхипе культурине комплекслă аталантарас тĕлĕшпе патшалăх политики тĕллев лартнă, хамăрăн йăх-несĕлĕмĕрсен тарăн та паха культурине упраса хăварассишĕн тата ăна анлăрах сарассишĕн ĕçлет. Чĕлхепе культура - пирĕн  тупра тата пуянлăх. Литература çулталăкĕнче регионти культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине пуянлатнă. Чăваш Енре К.В.Иванов çулталăкне халалласа сахал мар пысăк мероприяти йĕркеленĕ, пĕтĕмпех вĕсем халăхăн йăли-йĕркипе çыхăннă», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Республика Пуçлăхĕ Юхма Мишшине тата Николай Угаслова хăйсене шанса панă ĕçе тухăçлă пурнăçланăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă, чăваш чĕлхипе литературине малашне те пуянлатса пырассипе активлă ĕçлеме сĕннĕ. Pегион Ертӳçине Чăваш Енри литература ăстисене пысăк тимлĕх уйăрнăшăн Юхма Мишши чĕререн тав тунă.



10 декабря 2015
08:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter