«Республикăра пурăнакансен пурнăç условийĕн шайне лайăхлатассишĕн сахал мар ĕç пурнăçланă. Çитĕнекен ăрăва та спорта явăçтарма тăрăшмалла, пур халăхăн та сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев

 


Чĕре чирĕсемпе юн тымарӗсен чирӗсенчен сыхланас çулталăк вĕçленнĕ май, Раççей Президенчĕ палăртнă çулталăка пĕтĕмлетсе çуран утассипе спорт мероприятийĕ ирттернĕ. «Тухтӑрпа пӗрле уҫӑлса ҫӳретпӗр» акцие Чăваш Енри мĕнпур халăх хапăл туса тухнă. Асăннă мероприятинче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Федерацин кĕрешӳ спорчĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Омар Муртузалиев,Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова, Шупашкар хула ертӳлĕхĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Николай Малов хутшăннă. Спорт уявне пурĕ 8 пин ытла çын хутшăннă. «Республикăра пурăнакансен пурнăç условийĕн шайне лайăхлатассишĕн сахал мар ĕç пурнăçланă. Çитĕнекен ăрăва та спорта явăçтарма тăрăшмалла, пур халăхăн та сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев пухăннисене саламланă май. Регионта çулсерен çынсен пурăнас ĕмĕрĕ тăсăлса пынине, ку пĕтĕмпех сывă пурнăç йĕркипе çыхăннине,  чĕре чирĕпе аптракансен шучĕ те чакса пыни çакнах çирĕплетсе панине асăннă. Омар Муртузалиев спорт уявĕпе саламланă, пурне те çирĕп сывлăх суннă. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова çуран утни сывлăхшăн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. Юлашкинчен Атăл хĕррипе утса тухнисене спорт уяне хутшăннăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă регион Ертӳçи Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Николай Малов. Юлашкинчен пухăннисем валли хаваслă юрă янăранă. Тĕплĕнрех

 



11 декабря 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter