Раççей Федераци Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ирттернĕ округри ларăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

 


Халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес ыйтăва çĕршыв Правительстви çирĕп тĕрĕслеве илнĕ. Кун пирки раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнче Киров хулинче ирттернĕ Атăлçи федераци округри канашĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич та çирĕплетсе каланă. Медицина пулăшăвĕн пахалăх шайне ӳстерес ыйтупа çыхăннă канашлăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн Министрĕн çумĕ Сергей Краевой, Раççей Генеральнăй Прокурорĕн çумĕ  Сергей Зайцев, Наци медицина палатин президенчĕ Леонид Рошаль, федерацин, регионсен ĕç тăвакан влаç органĕсен ертӳçисем тата та ытти официаллă çынсем пуçтарăннă. Михаил Бабич хăйĕн сăмахĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çулленех Федераци Пухăвне  тухакан Çырура пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе çынсене тивĕçтермелли пирки тимлĕх уйăрни çинчен аса илсе хăварнă. Пухăннисем паянхи пурнăçра пысăк технологиллĕ  медицина пулăшăвĕсен калăпăшĕ вĕсене уйăракан укçа-тенкĕ калăпăшĕпе тӳр килменнине палăртнă, хăш-пĕр пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕсемпе тивĕçтерекенсене уйрăммăн укçа-тенкĕ уйăрмалли пирки сӳтсе явнă. Михаил Бабич сывлăх сыхлавĕн тытăмне кирлĕ пек шайра оптимизацилеменнине палăртнă. «Регионсенче харпăр хăй йышăннă методикăпа килĕшӳллĕн сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене оптимизацилеме пуçланă, ăна пула вара, хăш-пĕр ялсем пачах та объектсемсĕр тăрса юлнă. Раççей Президенчĕ федераци шайĕнче учрежденисене оптимизацилесси пирки методика йышăнма тĕллев лартнă. Кун пек йышăну туни шăпах та йĕркесĕрлĕхе пĕтерме пулăшать», - тесе уçăмлатса каланă Михаил Бабич. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн васкавлă медицина пулăшăвĕпе çыхăннă ыйтусем пирки те тĕплĕн канашланă. Михаил Бабич кун пирки çапла каланă: «Регионсенче пуринче те «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн учрежденисенче васкавлă медицина пулăшăвĕ пама автомашинăсене тĕпрен çĕнетсе улăштарнă. Паллах, паянхи кунпа илес пулсан, вĕсенчен нумайăшĕ вăхăт иртнĕ çемĕн юрăхсăра тухни куçкĕретех. Асăннă ыйтупа регион ертӳçисен йывăрлăхран тухма пĕлекен паха опытлă губернаторсен ĕçĕпе паллашмалла. Нумайăшĕ регионсенче васкавлă  медицина памалли автомашинăсене аутсорсинг пайне куçарни те паллă», - тенĕ. Раççей Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ирттернĕ округри Канаш ларăвĕнче  медицина ĕçченĕсен шалу укçи, эмелсен хакĕсем, медицина пулăшăвĕн пахалăх шайĕ, ĕçлемен граждансене медицина пулăшăвĕсемпе тивĕçтересси – чи çивĕч пĕлтерĕшлĕ ыйтусем пулса тăнă.

Киров облаçĕн Губернаторĕ Никита Белых хăйĕн сăмахĕнче медицинăри уйрăм самантсем пирки каласа кăтартнă, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене епле татса пама май килнине палăртнă. ВЦИОМ социаллă тĕпчевĕ тăрăх, округра пурăнакансем паянхи куна медицина пайĕнче ĕçлекен тухтăрсен квалификацийĕ пĕчĕк пулнине, поликлиникăсемпе больницăсенче чирлисене медицина пулăшăвĕ панин кăтартăвĕ çителĕклĕ шайра тăманнине палăртнине пĕлтернĕ вăл.

Раççей сывлăх сыхлавĕн Министрĕн çумĕ Сергей Краевой хăйĕн докладĕнче субъектсен ертӳçисене асăрхаттарнă, патшалăх пысăк укçа-тенкĕ уйăрать пулин те паянхи куна уйрăм регионсенче медицина пулăшăвĕн пахалăх шайĕ ӳсменнишĕн пăшăрханса ыйтăва регион ертӳçисене çирĕп тĕрĕслеве илме хушнă. «Сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене модернизацилеççĕ, пысăк технологисем вăй илсе пыраççĕ, анчах та медицина пулăшăвĕн пахалăх шайĕн кăтартăвĕ хăш-пĕр регионсенче ӳсмен», - тенĕ Министр çумĕ.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта халăхăн пурнăç условийĕн пахалăх шайне ӳстерессипе йышăннă патшалăх политики пирки тĕплĕн каласа кăтартнă, республикăра демографи лару-тăрăвĕ лайăх пулнине пĕлтернĕ. «Чăваш Енре çынсен пурăнас кун-çулĕ ӳсни куçкĕретех. 2010-мĕш çултан пуçласа экспертсем палăртнă тăрăх, вăтамран халăх 71 çула çити пурăнать.  Нумай çул пурăнакансен шучĕ те 18,5 процент ӳснĕ. Паянхи куна республикăра пĕтĕмпе 100 çула çитнисене 64 çынна шута илнĕ. Ку кăтарту та çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев. «Пĕчĕк пепкесем ăнсăртран пурнăçран уйрăлса кайнă тĕслĕхсем пачах та пулманни пуриншĕн те паха. Кăтарту ку енĕпе ытти регионсемпе  танлаштарсан лайăх. Сывлăх сыхлавĕн пайне модернизацилес тесе йышăннă хушма программăна тĕпе хурса,  республикăра пĕтĕмпе 5 млрд. тенкĕлĕх тăкакланнă, кашни иккĕмĕш больницăна тĕпрен юсанă, пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсене çителĕклĕ туяннă, кадрсен ыйтăвĕсене те туллин тивĕçтернĕ. Ялсене пĕтĕмпе  276 врач килнĕ, вĕсем паян халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕсемпе тивĕçтереççĕ.  Чăваш Енре  çĕнĕ 100 ФАП хута янă. Йышăннă патшалăх программине туллин пурнăçланнă. Çитес виçĕ çулта тата та 50 ФАП хăпартса лартма тĕллев лартнă. Тĕрлĕ партнерсем хапăл тусах пулăшни те куçкĕретех. Калăпăр, 2013-мĕш çулта Гемодиализ амбулатори центрĕ хута кайнă, медицина пайĕнчи ăптăр-каптăра тирпейлесе пуçтаракан ятарлă центăр ĕçлеме пуçланă, васкавлă пулăшу памалли машинăсене çĕнĕрен илнĕ, вĕсемпе кĕске вăхăт хушшинче тухтăрсем чирлисем патне çитсе васкавлă медицина пулăшăвĕсене параççĕ», - тесе пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. Сăмаха май, Михаил Игнатьев Раççей Правительствине,  Михаил Бабича, РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствине, Чăваш Енре онкологи диспансерĕн хирурги корпусне хута яма пысăк витĕм кӳнĕшĕн, пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăçлă ĕçленĕшĕн тав тунă.

Пахалăха тĕпчекен медицина пĕрлешĕвĕн Ассоциаци правленийĕн Председателĕ Гузель Улумбекова хăйĕн докладĕнче Блумберг агенствин методикипе хатĕрленĕ рейтингпа паллаштарнă. Атăлçи федераци округĕнче çак асăннă рейтинг кăтартăвĕнче Чăваш Республики 4-мĕш вырăнта тăрать. Экспертсемпе тĕпчевçĕсем тата ытти тĕрлĕ специалистсем медицина пайĕн пур енне те тĕплĕн тишкерсе шута илнĕ. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Бабич çапла каланă: «Ăçта эпир хамăр ума лартнă тĕллевсене пурнăçланă, ăçта кирлĕ пек шайра ĕçлесе çитерейменнине эпир паян çак палăртнă канашлура лайăх ăнлантăмăр. Чи кирли - регионсенче халăха паян мĕн кăсăклантарнине, вĕсене пысăк технологиллĕ паха медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес тесен мĕн тумаллине те тĕллев лартрăмăр», - тенĕ вăл. Тĕплĕнрех



11 декабря 2015
11:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter