Граждан обществин аталанăвĕн фончĕ Раççейри регионсен пуçлăхĕсен тухăçлăхĕн черетлĕ рейтингра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чи çӳллĕ шайра тăракан ушкăна кĕнĕ

Граждан обществин аталанăвĕн фончĕ Раççейри регионсен пуçлăхĕсен тухăçлăхĕн черетлĕ рейтингне хатĕрлесе кăларнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев рейтингра чи çӳллĕ шайра тăракан ушкăна кĕнĕ. Малтанхи рейтинг кăтартăвĕсене виçĕ карт ӳстернĕ. Хальхинче 70 балл пуçтарса Атăлçи федераци округĕнче 14 регион хушшинче хисеплĕ 6-мĕш вырăна тухнă. Асăннă ĕç кăтартăвĕпе округра Тутарстан Республикин Президенчĕ Рустам  Минниханов пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ.  Ку хутĕнче рейтингра пуçласа Раççейри 85 субъект пуçлăхĕн тухăçлăхне тишкернĕ. Регионсен ертӳçисене тĕрлĕ критерисемпе танлаштарса хакланӑ. Халăх тата экспертсен хаклавне, социаллă тĕпчев фончĕн ĕçне, регионсенче пурăнакансен укçа-тенкĕн тупăш пайĕпе тăкак пайне шута илнĕ. Ытларах граждансен шухăш-кăмăлĕн кӑтартӑвне, экономика ата­ланăвĕн  лару-тăрăвне,  регионсен пуçлăхĕсен ĕç тухăç­лăхне тата ыттисене те шута илнĕ.



11 декабря 2015
13:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter