Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗн кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисем!

 

Сире Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗн кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Ку уяв Раҫҫее пӗтӗм чунтан юратакан тата унӑн аталанӑвне хӑйӗн тӳ­пи­не хывса Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн ырми-канми тӑрӑшакан мӗнпур ҫынна пӗр­леш­терет.    

1993 ҫулта Пӗтӗм Раҫҫейӗпе иртнӗ ре­фе­рендумра Раҫҫей Федера­цийӗн Конституцине йышӑнни Раҫҫейӗн ҫӗнӗ вӑхӑтри историйӗнче чи пал­лӑ пу­лӑм пек палӑрса юлчӗ. Ҫӗршывӑн Тӗп саккунӗ право тытӑмӗн никӗсӗ, Раҫ­ҫее этем тата гражданин прависемпе ирӗклӗхӗсене хисеплемелли тата пӑ­хӑнмалли при­н­­ципсене тӗпе хурса аталантарас ӗҫри шанчӑклӑ гарант тата кӑмӑл-сипет ориентирӗ пулса тӑрать.

Ҫӗршыв ертӳлӗхӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗнче палӑртса хӑ­варнӑ демократиллӗ патшалӑхӑн тӗп хаклӑхӗсем ҫине таянса, тӗплӗн шухӑш­ласа йышӑннӑ наци политикине тытса пырать, политикӑри тата со­циаллӑ пур­нӑҫри стаби­льлӗхе, Раҫҫей ҫыннисем халӗ те, малаш­лӑхра та ла­­йӑх пурӑ­нас­сине тивӗҫтерсе, никама пӑхӑнманлӑха, патша­лӑх тытӑмне, хӑрушсӑр­лӑха ҫи­рӗплетме пулӑшакан ҫул-йӗре шанчӑклӑн пурнӑҫа кӗртет.

Раҫҫей – пирӗн пӗрлехи килӗмӗр, ҫавӑнпа та унӑн пуласлӑхӗ пиртен каш­­­нинченех килет! Эпир, Чӑваш Енре пурӑнакансем, пӗрлехи тӗллеве – Раҫ­ҫей чапӗпе вӑй-хӑватне ҫирӗплетессине – пурнӑҫ­лас­сишӗн пӗр ҫын пек малалла ӑнтӑлас шутлӑ. 

Конституци нормисене пӑхӑнни, влаҫпа халӑх пӗр шухӑшлӑ пулни, ҫын­сем Раҫ­ҫей Президенчӗ В.В. Путин пурнӑҫа кӗртекен ҫул-йӗре ырласа йышӑн­ни ҫӗршыва аталантарас ӗҫре малашне те шанчӑклӑ ориентир пулассине ҫи­рӗппӗн шанса тӑратӑп.    

Пурсӑра та тӑнӑҫлӑх, ырлӑх тата тӑван Чӑваш Енпе аслӑ Раҫҫей ыр­лӑ­хӗшӗн тӑвакан мӗнпур ырӑ пуҫарура ҫитӗнӳсем сунатӑп.

Уявпа, Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗн кунӗ ячӗпе сире!

 

Чӑваш Республикин

   Пуҫлӑхӗ                                                                                                  М.Игнатьев



11 декабря 2015
10:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter