«Пуçласа Шупашкарта Раççей шайĕнчи хĕрсем хушшинчи спорт кĕрешĕвне 5 пин çын куракан пуçтарăннă», - тесе палăртса каланă Федераци кĕрешӳ спорчĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Омар Муртузалиев Чăваш Енре республика Пулăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн хĕрсемпе хĕрарăмсен ирĕклĕ кĕрешĕвĕ енĕпе Раççей кубокне савăнăçлă лару-тăрура уçнă май

 


«Пуçласа Шупашкарта Раççей шайĕнчи хĕрсем хушшинчи спорт кĕрешĕвне 5 пин çын куракан пуçтарăннă», - тесе палăртса каланă Федераци кĕрешӳ спорчĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ  Омар Муртузалиев Чăваш Енре республика Пулăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн хĕрсемпе хĕрарăмсен ирĕклĕ кĕрешĕвĕ енĕпе Раççей кубокне савăнăçлă лару-тăрура уçнă май. Палăртнă Спорт ăмăртăвĕсем «Шупашкар-Арена» Пăр керменĕнче иртнĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн спорт ăмăртăвĕсен торжествăлла пайне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Юрий Васильев, Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Федераци кĕрешӳ спорчĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ  Омар Муртузалиев, Хĕрсен Раççейĕн пĕрлештернĕ командăн тĕп тренерĕ Юрий Шахмурадов, ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе тĕнче Кубокне çĕнсе илнĕ, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, тăватă хуччен Европа тата тĕнче чемпионĕ ята тивĕçнĕ  Сергей Корнилаев,  Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Председателĕн Пĕрремĕш çумĕ Николай Федоров, ЖКХ Фончĕн Патшалăх корпорацийĕн Сăнав канашĕн председателĕ Сергей Степашин хутшăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннă спортсменсене саламланă, Федераци кĕрешӳ спорчĕн ертӳлĕхне, Раççей Федераци Спорт министерствине, çакăн пек пысăк спорт ăмăртăвĕсене Чăваш Енре йĕркелесе ирттерме витĕм кӳнĕшĕн тав тунă. Раççей пĕрлештернĕ ушкăнĕнче Чăваш Енрен пурĕ 18 хĕрупраç хăйсен ăсталăхне туптать. Регионта халăх сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăннине, ăна пула çынсен пурнăнаслăх кун-çулĕ ӳссе пынине уйрăммăн палăртса каланă Михаил Игнатьев. Уçă Кубока Чăваш Енре çав тери пысăк шайра йĕркеленĕшĕн, Чăваш Республикин Пуçлăхне Федерацин кĕрешӳ спорчĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Омар Муртузалиев тав тунă, сăмаха май, ашшĕ-амăшĕсене хăйсен ачисене спортăн çак тĕсне активлăрах хутшăнма ирĕк пама чĕнсе каланă. «Ку çав тери илемлĕ спорт, çынра характер йĕркелеме пулăшать», - тенĕ вăл спортсменсене саламланă май. Ушкăнсем хушшинче, Раççейĕн пĕрлештернĕ команди пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ, Раççейри регионсем хушшинче Мускав хулин командине çитекенни пулман. Мала тухнисене наградăсемпе тивĕçтернĕ май, Омар Муртузалиев тепĕр çул та «Шупашкар-Арена» Пăр керменĕнче спортсменсем хаваспах пуçтарăнассине шанса каланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев предпринимательсемпе организацисене ăмăртусене ирттерме витĕм кӳнĕшĕн тав тунă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Омар Муртузалиев журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, ăмăртусем çӳллĕ шайра иртнине асăннă, кăçалхи мероприятинче 5 пин çын пĕр харăсах пуçтарăннине палăртнă. «Ку паллах, пысăк çитĕнӳ. Çакăн пек пысăк ăмăртусене йĕркелесе ирттерме çав тери яваплăха туйса тăрăшмалла. Уяв кирлĕ пек шайра иртрĕ. Чи малтанах манăн Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева тата вăл ертсе пыракан ушкăна тав тăвас килет. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулчĕ. Çитес çул та спорт ăмăртăвĕсем çӳллĕ шайра иртессе шанатпăр», - тенĕ сумлă хăна. «Ăмăртусемпе кăсăкланакансен шучĕ çулран-çул ӳссех пырать, çак мероприяти тĕнче Кубокĕ хыççăн, иккĕмĕш паллă ăмăрту пулса тăрассине те ĕненетпĕр», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май Омар Муртузалиев.   Мероприятине  пухăннисем валли «BONEY M» ушкăнăн концерчĕ пулнă. Çак ăмăртусем кăçалхипе виççĕмĕш хут иртеççĕ Чăваш Республикинче.  119 спортсмен   турнирăн пысăк парнине - 120 пин доллара - çĕнсе илмешкĕн Азербайджан, Казахстан, Монголи, Латви тата ытти командисенчи хĕрупраçсем хăйсен вăйне виçнĕ. Çĕнтерӳçĕсене медальсемпе, дипломсемпе тата хаклă парнесемпе тивĕçтернĕ. Тĕплĕнрех



14 декабря 2015
10:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter