Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри муниципалитетсен ертӳçисемпе йăлана кĕнĕ видеоканашлăва ирттернĕ, пурнăçри актуаллă та пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сӳтсе явнă

 


Раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри муниципалитетсен ертӳçисемпе йăлана кĕнĕ видеоканашлăва ирттернĕ, пурнăçри актуаллă та пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сӳтсе явнă. Чи малтан пухăннисене Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ кунĕ ячĕпе саламланă. Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков хăйĕн докладĕнче республикăри районсемпе хуласен çутçанталăк газĕшĕн пухăнса кайнă парăмĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланнăранпа муниципалитетсенче газшăн парăм 29 процента çити ӳссе кайнине асăннă. Республикăри пĕтĕм парăмран 50 проценчĕ «Коммунальные технологии» ООО тӳлеменнине каланă, уйрăмах ку енĕпе вĕсем юлашки икĕ çул хушшинче çав тери пысăк парăм пуçтарса янине палăртнă. Районсемпе хуласен парăмĕсене илес пулсан, чи нумай пуçтарăннă парăм: Вăрнарсен, Йĕпреçсен, Куславккасен, Сĕнтĕрвăррисен, Вăрмарсен, Çĕрпӳсен тата Улатăр, Канаш, Шупашкар хулисен. Олег Марков хăйĕн сăмахĕнче çак палăртнă муниципалитетсен ертӳçисен парăмсене каялла тавăрса татмалли ĕç графикне «Газпром межрегионгаз Чебоксары» ТМЯО килĕшсе ĕçе кĕртме çирĕп асăрхаттарнă. «Газпром межрегионгаз Чебоксары» ТМЯО генеральнăй директорĕ Кияметдин Мифтахутдинов  районсемпе хуласен ертӳлĕхĕсене чи малтанах кулленхи парăма татса пыма, хыççăн, вара «çул карттипе» килĕшӳллĕн ытти парăма каялла тавăрассипе тимлĕн ĕçлеме сĕннĕ. «Кашни министр хăйĕн пайĕшĕн яваплăх тытать, çакăн пекех муниципалитетсен ертӳçисен те çакна лайăх ăнланмалла, вĕсем те муниципалитетшăн яваплă», - тесе çирĕп асăрхаттарнă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин республикăри Нумай функциллĕ центр ĕçĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Паянхи кун тĕлне пурĕ республикăра 28 МФЦ. Кунсăр пуçне вулавăшсенче пĕр чӳрече мелĕпе 218 пӳлĕм хатĕрленĕ, вĕсем пурте халăха патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕçтерессишĕн ĕçлеççĕ. Паянхи кун çак учрежденийĕсенче кадрсем çитменни сисĕнет. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕ лартнă тĕллевсене пурне те кирлĕ пек шайра пурнăçламаллине çирĕп каланă, муниципалитетсенче нумай функциллĕ центрсен халăха кирлĕ пек пулăшу парассипе яваплăха туйса ĕçлемеллине асăрхаттарса хăварнă. Пухăннисем ку хутĕнче ĕçсĕрлĕх ыйтăвне те тĕплĕн тишкернĕ. Регионта 162 пин çын ĕç хучĕсене йĕркелемесĕрех ĕçленине шута илнĕ, вĕсемшĕн паллă ĕнтĕ, пенси тата медицина страхованийĕшĕн предприятисемпе организацисем пачах та пĕр пус та тӳлеменни куçкĕретех. Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина вĕсене пула, НДФЛ 1,5 млрд тенкĕ пуçтарăнманнине пăшăрханса пĕлтернĕ, республика бюджетне 2,5 млрд тенкĕ чухлĕ тăкак пулнине асăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче çак асăннă пысăк укçа ача сачĕсене, шкулсене, çулсене тума тата ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама питĕ кирлине каланă. Тата çакна та палăртса хăварнă, ватăлсан граждансем хăйсене кирлĕ пек пенси те илеймĕç, шăпах та ку пысăк чăрмав пулĕ ун чухне. 2016 -мĕш çула Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе йышăннă. Çитес çултан тата та ытларах палăртнă ыйтупа çивĕчрех ĕçлемелле, енчен те предприятисемпе организацисем çынсене кирлĕ пек ĕç укçипе тивĕçтермесен, вĕсен ĕç хучĕсене йĕркене кĕртсе пымасан, вĕсене яваплăх тыттарма тăрăшмаллине асăрхаттарнă. Видеоканашлăва кĕртнĕ ытти ыйтусене тĕплĕн пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă. Тĕплĕнрех



14 декабря 2015
08:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter