Чăваш Ен Пуçлăхĕ ирттернĕ канашлура актуаллă ыйтусене сӳтсе явнă

Промышленноç производствин ĕç пĕтĕмлетĕвĕ тата Чăваш Республикин республика бюджечĕн 11 уйăхри ĕç  кăтартăвĕ çинчен тĕпрен калаçнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ирттернĕ паянхи канашлура.  Çĕршывра экономика енчен  лару-тăру çăмăлах мар пулин те, регионта ĕçсем пур тытăмра та лайăх кăтартусемпе вĕçленнине каланă Михаил Игнатьев. «Йывăрлăхсене çĕнтерме çĕнĕ çул-йĕр шыраса, хăйсен вăйне шеллемесĕр ĕçлекенсене пурне те чĕререн тав тăватăп. Бизнесменсене пулăшас тĕллевпе эпир хамăр енчен мĕн кирлине пĕтĕмпех йĕркеленĕ. Пĕтĕмĕшле пăхас пулсан, пирĕн кăтартусем япăхах мар, çапах та эпир тата та лайăхрах ĕçлеме пултаратпăр», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн докладĕнче çулталăк вĕçленнĕ тĕле республикăн промышленноç производствин индексĕ 96,8 процента çити ӳсессине пĕлтернĕ. Кăрлач-чӳк уйăхĕсенче ытларах апат-çимĕç, хими, хут, металл, электрохатĕрсем калăплакан производствăсем лайăх ӳсĕмсем кăтартнине асăннă, çĕнĕ технологисене пăхăнса ĕçлекен предприятисем çулталăка ăнăçлă вĕçлессине шанса каланă министр. Паянхи куна илес пулсан, республикăри предприятисенчен 76 проценчĕ тупăшпа çулталăка вĕçлеме пултарнине палăртнă. Чăваш Республикин Правительствин Председателĕн çумĕ Михаил Резников импорта улăштарас программăпа килĕшӳллĕн, Тракторсем кăларакан завод çинче пысăк шанăç пулнине асăннă. Юлашки çулсенче предприятийĕн тракторсем, комбайнсем, çул-йĕр техникисем калăпламалли ĕçсем сахал мар пулнине асăннă, вĕсем 2016-мĕш çулта тата та тухăçлăрах ĕçлессине шанса каланă, ытларах оборона промышленноçĕ валли те ятарлă техникăсем калăплассине палăртнă. «Кун пек шанăçпа усă курмалла, анчах та астумалла, вĕсен ик-виçĕ çул валли кăна заказсем пулĕç, çавăнпа та ытти енпе те ĕçлеме тĕллев лартмалла», - тесе çирĕппĕн каланă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республика бюджечĕ 33,1 млрд. танлашнине, пĕлтĕрхи çак тапхăрпа илсен 101,5 процент пулнине пĕлтернĕ. Федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ вăхăтра куçнине, тен çавăнпа та пулăшупа туллин тата тухăçлă усă курмаллине асăрхаттарнă министр, кашни министра çивĕч тĕрĕслесе тăма хушнă. «Республикăна федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ куçарса паччĕр тесе сахал мар ĕç пурнăçланă.  Пулăшусемпе туллин усă курмалла.  Çулталăк вĕçленнĕ хыççăн, кашни ĕçе тишкерсе тухăпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Çул-йĕр фончĕ урлă куçакан укçа-тенкĕпе епле усă курни пирки Чăваш Республикин транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Доброхотов тĕплĕн каласа кăтартнă. Министр пĕлтернĕ тăрăх, 2015-мĕш çулта региона Çул-йĕр фончĕ 271 млн тенкĕ куçарса панă. Раштав уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне палăртнă укçа-тенкĕрен пĕтĕмпе  палăртнă калăпăшран 64 проценчĕпе усă курма ĕлкĕрнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри хула территорийĕсенчи çуртсен таврашĕнчи ĕçсем пирки кăсăкланнă. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков пĕтĕмпе çурт таврашĕсене 70 процент ытла тирпейленине каланă, виçĕ çул хушшинче кăтарту 100 процента çитессине нимĕн иккеленмесĕрех палăртнă. Хулари çулсене тирпейлеме пĕтĕмпе 1 млрд. 250 млн. тенкĕ ытла куçарнă, хлари Московский кĕперне юсама пуçланине каланă. Çитес çул вĕçĕ тĕлне çĕнĕ кĕпер çинче автотранспортсем валли виçĕ йĕр пулассине пĕлтернĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ мелпе кĕрешекен хĕрсен хушшинче Раççей кубокĕн пĕтĕмлетĕвĕпе Чăваш Республикин спорт министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Яковлев каласа кăтартнă, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, спортсменсен пахалăх шайĕ ӳснине асăннă. Ăмăртусенче пĕтĕмпе 119 спортсмен 5 çĕршывран хутшăннине каланă,  Чăваш Енрен 8 хĕрупраç пулнине асăннă, курма пыракансен шучĕ пуçласа 5 пин ытла çын ӳссе кани пурне те савăнтарнине уйрăммăн палăртса хăварнă. «Ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе хĕрсем хушшинчи ăмăртăва Олимп спорчĕн тĕсне кĕртни те пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Малашне те спортсменсем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарма пултарччăр тесен, вĕсемпе куллен ĕçлемелле», - тесе палăртса каланă Пуçлăх. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ĕçлĕ çулçӳревпе Мускава кайса килни пирки каласа кăтартнă. Раççей Федерацийĕн Вĕренӳ министерствинче Чăваш Республики тăратнă заявкăна презентациленине пĕлтернĕ, пĕтĕмпе асăннă заявка 93 балл пухнине каланă. Палăртнă тăрăх Раççейри мĕнпур субъектсенчен 6 регионăн заявкине шута илнĕ, вăл шутра Чăваш Республикинне те. Паянхи канашлура социаллă пĕлтерĕшлĕ учрежденисенче пушартан сыхланассипе çыхăннă мероприятисене йĕркелесе ирттересси пирки те сӳтсе явнă. Воронеж облаçĕнче пулса иртнĕ пек инкек пирĕн тăрăхра ан пултăр тесессĕн, республикăра кашни учрежденире пушартан асăрхануллă пулмаллине çирĕп асăрхаттарса хăварнă Михаил Игнатьев.  Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те тĕплĕн пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.



14 декабря 2015
19:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter