Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев право йĕркине тивĕçтерекен Координаци канашĕн кулленхи ларăвне ирттернĕ

 


Раштав уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев право йĕркине тивĕçтерекен Координаци канашĕн кулленхи ларăвне ирттернĕ. Ларăва пухăннисем наркотика регионта алхасма чарассипе федераци влаçĕн территори органĕсемпе, Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан влаç органĕсемпе, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тата тĕрлĕ службăсемпе пĕр-пĕринпе тухăçлă ĕçлесси пирки ыйтăва тĕплĕн тишкерсе тухнă.  Федерацин наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертӳçи Евгений Барсуков хăйĕн докладĕнче республикăра тĕрлĕ службăра тăрăшакансем пĕр-пĕринпе ăнланса ĕçленĕрен лару-тăру аванах пулнине асăннă. Кăçалхи çул 11 уйăхри ĕç кăтартăвĕсем тăрăх, наркотикпа алхасакансен шучĕ куçкĕретех чакса пынине каланă, анчах та вара çамрăксем хушшинче ыйту çивĕч тăнине, йĕркене пăснă 68 тĕслĕхе шута илнине палăртса хăварнă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çамрăксемпе ытларах профилактика ĕçне йĕркелеме хушнă. «Енчен те ачасемпе çамрăксем ĕçлĕ пулсан, вĕсен усал япаласемпе кăсăкланма вăхăт юлмасть», - тенĕ Михаил Игнатьев. Ку хутĕнче ларăва пухăннисем наркăмăшлă шĕвек пирки те ыйтăва çивĕч пăхса тухнă. Паянхи пурнăç таппишĕн уйрăмах çак ыйту актуаллă, нумай çын вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса каять. «Сутуçăсем этил спирчĕпе хутăштарнă эрехе халăха хакне чылай пĕчĕклетсе сутни куçкĕретех. Çынсем йӳнĕ хака «куç хываççĕ» ытараймасăр эрехе туянаççĕ. Пирĕн паян пурин те пĕр тĕллев – çакăн пек киревсĕрлĕхе айăккинчен асăрхаса сăнаса тăмалла мар,  курсан   явап тыттарма кирлĕ пек службăсене хыпарсене илсе çитермелле, халăха шар курассинчен хăтармалла», - тесе çирĕп каланă регион Ертӳçи.  Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин кăçалхи çул кăрлач уйăхĕнчен пуçласа чӳк уйăхĕччен  эрех-сăра сутма юранипе юраманнине çирĕплетекен лицензине тĕрĕслесе йĕркене пăснă тĕслĕхсене тупса, пĕтĕмпе должноçри 18 çынна 100 пин текĕлĕх штраф тӳлеттерме йышăннине асăннă. Федерацин потребительсен прависен хӳтĕлевĕпе çын ырлăх-сывлăхĕшĕн асăрхав службин Чăваш Ен – Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертӳçи Надежда Луговская хăйĕн сăмахĕнче кăçал 9 уйăх хушшинче пĕтĕмпе республикăра этил спиртне хутăштарнă эрехе ĕçсе наркăмăшпа сиенленнĕ 688 çынна шута илнине палăртнă, 278-шĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнине пĕлтернĕ.  Кăтарту пысăк – пурне те пăшăрхантарать. Чăваш Енри шалти ĕçсен министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Андрей Тимофеев хăйĕн докладĕнче регионта кăçал 11 уйăх хушшинче эрех-сăра сутса йĕркене пăснă 54 тĕслĕхе, 30 пин литр усал шĕвеке тупса палăртнине асăннă. Федерацин Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертӳçи Александр Мигушов аптекăсенче спирт пур шĕвексене врачсем çырса памасăр сутассине чакарма сĕнет, кун пек йышăну тусан йĕркене пăсакансен шучĕ кăштах та пулин чакма пултарассине шанать. Вăл тĕрĕслев ĕçĕсене те çирĕп йĕркене пăхăнса пурнăçлама, таварсене пахалăх енчен çирĕплетекен ĕç хучĕсене те лайăх тĕрĕслеме сĕннĕ.   Рома маркăллă эрехе ĕçсе Чăваш Енрен виçĕ çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă тĕслĕх пурне те пăлхантарать. «Эрех-сăра çаврăнăшĕнчен сахал мар укçа-тенкĕ предпринимательсен аллине кĕрет, вĕсем те çакна лайăх туяççĕ.   Усал эрехе сутакансене, эпир те лайăх пĕлетпĕр, çынсем наркăмăшланнă, сиенленнĕ тĕслĕхсем те сахал мар. Халăха усал эрехсем пирки хыпара илсе çитермелле, енчен те эпир вĕсене ăнлантарса пама пĕлмесен, вĕсен пурнăçне çăлса хăварма пултараймăпăр. Обществăлла лару-тăру епле пуласси пĕтĕмпех, эпир мĕнле тухăçлă ĕçленинчен килет», - тесе чĕнсе каланă Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



15 декабря 2015
10:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter