Республикăри коррупцие хирĕç кĕрешекен Координаци канашĕн ларăвĕ иртнĕ

Раштав уйăхĕн 14-мĕшĕнче республикăри коррупцие хирĕç кĕрешекен Координаци канашĕн ларăвĕ иртнĕ, ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă. «Атăлçи федераци округĕнче Чăваш Республикине коррупципе кĕрешекен наци планне пурнăçлакан пилотлă регион тесе йышăннă. Палăртнă ыйтупа çитĕнӳсем тунă, айăплисене вăхăтра тупса палăртса явап тыттарнă. Патшалăх тата муниципаллă служащисен лайăх пĕлмелле, енчен те йĕркене пăссан саккун умĕнче явап тытма тивĕ, кирлĕ пулсан ĕçрен те хăтармалла пулĕ», - тесе çирĕппĕн асăрхаттарса каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн ум сăмахĕнче. «Пирĕн Чăваш Республикинче пурăнакансен, патшалăх правине хӳтĕлемелле, енчен те хăйсем çине илнĕ подрядчиксем шанса панă ĕçе кирлĕ пек шайра пурнăçламасан, бюджет укçипе тĕллевлĕн усă курмасан, каялла тавăрса памалла», - тенĕ калаçăва малалла тăснă май. Федерацин монополие хирĕç ĕçлекен службăн Чăваш Енри Управленийĕн ертӳçи Вячеслав Борисов регионта 9 уйăх хушшинче туянусемпе йĕркене пăснă 95 тĕслĕхе шута илнине пĕлтернĕ, ытларах вĕсем строительство пайĕнче пулнине асăннă. Чăваш Республикин прокурорĕн пĕрремĕш çумĕ Виталий Щетинкин асăннă сферăра 2015 çулта 10 уйăх хушшинче пĕтĕмпе769 тĕслĕхе шута илнине каланă. Вăл палăртнă тăрăх, йĕркесĕрлĕхе пăсакансем хăйсен яваплăхĕнчен пăрăнма шут тытнисем те пуррине асăннă. Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина финанспа çыхăннă ĕç хучĕсем пирки ытларах чарăнса тăнă, тĕрĕслевсем çирĕп иртнине пĕлтернĕ. Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕн Чăваш Енри управленийĕ пĕтĕмпе регионта 2015-мĕш çулта патшалăх программине пурнăçа кĕртме бюджетран куçакан укçапа тĕллевлĕн усă курманшăн уголовлă майпа 12 ĕç пуçарнине, суда янине каланă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Юрий Васильев  районсемпе хула администрацийĕсенчи  ятарлă комиссисем пирки чарăнса тăнă. Ларăва пухăннисем коррупцине хирĕç кĕрешекен Координаци канашĕн 2016-мĕш çул валли ĕç планне çирĕплетнĕ. Тĕплĕнрех



15 декабря 2015
11:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter