Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçлакан канашăн кулленхи ларăвĕ иртнĕ

 Раштав уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçлакан канашăн кулленхи ларăвĕ иртнĕ, ăна регион Ертӳçи Михаил Игнатьев ертсе пынă. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн докладĕнче ял хуçалăх валли уйăрнă çĕрсемпе тухăçлă ĕçлесе пырассине, ял хуçалăх тавар калăпăшне ӳстерессипе çыхăннă Чăваш Енĕн 2013-2020-мĕш çулсем валли йышăннă патшалăх программи пурнăçа еплерех кĕрсе пыни пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Министр пĕлтернĕ тăрăх, республикăра пĕтĕмпе ял хуçалăхĕнче усă куракан çĕр лаптăкĕсем 573,7 пин. гектар, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, кăтарту ӳснĕ – 102, 6 процент. 2015 çулта 9 пин гектар çинчи усă курăнман çĕр лаптăкне пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕрсемпе туллин усă курни ял хуçалăх таварĕсен калăпăшне ӳстерме май панине, кунсăр пуçне муниципалитетсен бюджетне те аванах укçа-тенкĕ кĕнине палăртнă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин çулленех Федераци Пухăвне тухакан Çырура  ял хуçалăхне аталанса пыма уйăрнă çĕрсемпе тĕллевлĕн усă курманнисене явап тыттарма хушнă, çакна тĕпе хурса, регионта палăртнă ыйтупа çивĕч ĕçлеме сĕннĕ Михаил Игнатьев. «Енчен те çĕр хуçисем пулмасан, усă курман çĕр лаптăкĕсенчен хăтăласси ик телейлĕ. Хула çывăхĕнчи çĕрсене илнĕ çынсем, хаклăрах хаксемпе сутса ярассишĕн «çунаççĕ». Виçĕ çул хушшинче асăннă ыйтупа вĕçне-хĕрне тухмалла, пур кăлтăка та саккунпа килĕшӳллĕн татса памалла», - тесе каланă Михаил Игнатьев кун йĕркине кĕртнĕ пĕрремĕш ыйтупа калаçнă министр докладне пĕтĕмлетсе.  Чăваш Енре 2015-2018-мĕш çулсенче демографи лару-тăрăвне лайăхлатассипе йышăннă план ĕçĕ пирки тĕлĕн канашланă. Чăваш Республикин ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев хăйĕн докладĕнче  республикăра ача пур çемьесене тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕçтерни çинчен каласа кăтартнă. Чăваш Ен сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова юлашки çулсенче палăртнă ыйтупа регионта ырă улшăнусем пулса пынине пĕлтернĕ. Ачасене вăхăтра диспансеризациленине кура, вăраха кайнă чирлисен шучĕ куçкĕретех пĕчĕкленсе пынине палăртнă, ачасенчен 88 проценчĕ сывă çитĕннине каланă.  Пĕчĕк пепкесем пурнăçран уйрăлса кайнă тĕслĕх пулманни те паха. Хĕрарăмсем хырăм ан пăрахчĕр (аборт) ан туччăр тесе, сахал мар вĕсемпе профилактика ĕçĕсене йĕркелесе пынине пĕлтернĕ, кăтарту та лайăх. Республикăра 11 уйăх хушшинче пĕтĕмпе 15 пин те 895 пепке çуралнă, çулталăк вĕçленнĕ тĕле 17 пине çитме пултарассине пĕлтернĕ министр. «Республикăра граждансене валли пурăнма пур услови те çителĕклĕ, хĕрарăмсем хаваспах пепкесене çуратаççĕ, вĕсене тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕçтереççĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев. Ку хутĕнче ларăва пухăннисем шкулта вĕренекен ачасене воспитани парас ыйтăва тишкернĕ. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов шкулти класс ертӳçисен ĕçне кура, патшалăхран пулăшу куçнине каланă. Вĕсене валли кăçалхи республика бюджетĕнче 90 млн.тенкĕ пăхса хăварнине асăннă. Михаил Игнатьев çын пурнăçĕнче шкул витĕмлĕхĕ питĕ паха пулнине, ытларах чухне ачасем шкулта кăмăл-сипет туйăмне вăйлă аталантарнине асăннă. «Пирĕн пысăк тавракурăмлă вĕрентекенсем сахал мар, вĕсем ыттисемшĕн яланах тĕслĕх вырăнĕнче пулмалла», - тенĕ Пуçлăх. Юлашкинчен ларăва пухăннисем Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçлакан канашăн 2016 çул валли планне пăхса тухнă, пĕр саслă пулса йышăнса хăварнă.  Ĕç хучĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Юрий Васильев тĕплĕн паллаштарнă. Тĕплĕнрех



15 декабря 2015
14:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter