Раççей Федерацийĕн Президенчӗ ҫумӗнчи ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Павел Астахов ачасен пурнӑҫӗшӗн ӑнӑҫлӑ регионсене палӑртнӑ

Раççей Федерацийĕн Президенчӗ ҫумӗнчи ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Павел Астахов ачасен пурнӑҫӗшӗн ӑнӑҫлӑ регионсене палӑртнӑ, унта  Чăваш Ен кӗнӗ. «Пирвайхи икӗ ҫулта Раҫҫейри пур региона та инспекци тӗрӗслевӗсемпе ҫитрӗмӗр, виҫӗ пин ытла учреждени пӑхса ҫаврӑнтӑмӑр. Ҫапла майпа кашни субъектра ачасем мӗнле пурӑннине калама пултаратпӑр», - тенӗ Павел Астахов ТАСС агентствӑна. Ӑнӑҫлӑ регионсен йышне Тутарстан, Чечня, Пушкӑртстан, Краснодар крайӗ, Воронеж, Ленинград, Калуга, Тӗмен облаҫӗсем, Ханты-Манси автономи округӗ те кӗнӗ. Байкал тӑрӑхӗнче, Ярославль, Иркутск, Амур облаҫӗсенче, Хакасире, Якутире, Тверь облаҫӗнче тата Дагестанра ку енӗпе лару-тӑру япӑх-мӗн. Рейтинга хатӗрленӗ чухне специалистсем ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй аппаратне килнӗ ыйтусене шута илнӗ.

 



15 декабря 2015
09:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter