Паян Чăваш Енре Пĕрлехи информаци кунĕ

Раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Енре Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Унăн тĕп теми Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне çуллен тухнă Çырăвĕ пирки, граждансене наркăмăшлă эрех-сăраран асăрхаттарасси, Чăваш Республикин территорийĕнче пушартан асăрханса профилактика мероприятийĕсем ирттересси, Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсенче, кану вăхăчĕсенче тирпейлĕ пулмалли пирки асăрхаттарассипе çыхăннă ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явĕç.    Палăртнă информаци ушкăнĕсем республикăра аякра вырнаçнă ял тăрăхĕсене, предприятисемпе организацисене, тĕрлĕ ĕç ушкăнĕсене çитсе халăха кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав парĕç. Çак кун граждансене хапăрхăй ыйтăвĕсемпе те йышăну иртет.



16 декабря 2015
09:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter