Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хулари стоматологи поликлиникин çĕнĕ 7№лĕ стоматологи поликлиникине уçнă çĕре хутшăннă

 


Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хулари стоматологи поликлиникин çĕнĕ 7№лĕ стоматологи поликлиникине уçнă çĕре хутшăннă. Паллă пулăмра Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова пулнă. Хула çыннисене Михаил Игнатьев çак лайăх пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмпа саламланă. «Чăваш Ен патшалăх политикин тĕп приоритечĕсенчен пĕри -халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси. Кун пирки çĕршыв Президенчĕ те пĕр хуччен çеç мар каланă. Эпир хамăрăн регионта çынсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕсемпе тивĕçтерес ĕçе кулленех пурнăçласа пыратпăр.  Республикăри шăл тухтăрĕсен пĕлӳ шайĕ пысăк пулни, пирĕн региона Мускавран тата ытти хуласенчен сипленме килни те çакнах çирĕплетсе парать», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май. Республикăра ĕçлекен шăл тухтăрĕсем патне 2014-мĕш çулта пĕтĕмпе 1 млн.та 900 пин çын сипленме килнине пĕлтернĕ регион Ертӳçи. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви çумĕнче пĕтĕмпе регионта 39 медицина учрежденийĕ шутланать. Паян тин хута кайнă медицина учрежденийĕ 30 пин çын сывлăхне пăхса тăрать. Шкул ачисем хальхи пурнăç таппинче вĕрентӳ заведенийĕсенче медицинăн тĕрлĕ пулăшăвĕсемпе усă кураççĕ. Стоматологи поликлиникисене республикăра тăтăшах уçнине кура, ачасем хушшинче кариес чирĕпе аптракансен шучĕ 11 процента чакнă. Раççей Президенчĕ çумĕнче ĕçлекен ачасен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Павел Астахов хатĕрленĕ рейтингĕнче федераци шайĕнче Чăваш Республикине ачасене лайăх пурăнма условисем йĕркелесе паракан чи лайăх 10 регион шутне кĕнине каланă.

Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн пайташĕ Вадим Николаев хăйĕн сăмахĕнче организаци кредит илсе çакăн пек хăтлă çурт хута яни ытти регионсемшĕн чăннипех те тĕслĕх вырăнĕнче пулнине каланă.  «Çĕршыври пур халăх валли те медицина пулăшăвĕпе усă курасси ирĕк пулмалла.  Чăваш Енре шăпах та çак ĕç лайăх пулса пырать. Пĕтĕмпе регионта çĕнĕ 100 ФАП хута кайнă. Тата та 50 ФАП уçма тĕллев лартнă. Çак ĕçсене халăха сиплессишĕн кăна пурнăçламан, вĕсен сывлăхне упраса хăварассишĕн пĕтĕмпех йĕркеленĕ», - тене каланă Вадим Николаев. Сăмаха май, регионта ача сачĕсем, шкулсем, медицина учрежденийĕсем кулленех хута кайнине асăннă.  Поликлиникăн тĕп врачĕ Владимир Викторов хăйĕн сăмахĕнче паян хута кайнă сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕнче пĕтĕмпех хальхи пурнăçпа тӳр килекен пысăк технологиллĕ хатĕрсене вырнаçтарнине асăннă,  сипленме çӳрекенсем валли терапевт, ачасен уйрăмĕ, хирурги, ортопеди, рентген тата ытти пӳлĕмсем пулнине асăннă. «Çак проектăн патшалăх поликлиникин хăйне евĕрлĕхĕ - вĕсем парăм укçа илсе çурта туяннă, Чăваш Ен халăх ырлăхĕшĕн ăна пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕсемпе усă курма ирĕк паракан учреждени туса хунă», - тесе каланă вăл. Кун пек ĕç пурнăçлани  ытти çĕршывсенче те çук. Проекта пурнăçа кĕртме витĕм кӳнĕшĕн пурне те тав сăмахĕсем каланă. Чăваш Ен пĕр тан лайăх аталанса пыракан регион пулнине палăртнă тĕп врач. Çамрăк тин çеç ĕçлеме пуçланă шăл тухтăрĕ Олеся Шашкова çамрăк врачсем,  специалистсем валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрленнĕшĕн хăй шухăшне савăнса пĕлтернĕ. Учрежденире ачасемпе килнĕ çемьесене валли вĕсен пепкисене ятарласа вылямалли пӳлĕмсем хатĕрлесе панă. Тĕрлĕ теттесем, мультфильм курма та пур условисем те çителĕклĕ пулнине асăннă. Пухăннă хăнасем çуртăн шалти пайне пăхса çаврăннă, медицинăра усă куракан пысăк технологиллĕ тĕрлĕ хатĕрсемпе паллашнă. Палăртма кăмăллă, учрежденине сипленме пыракан пур категорири çынсене те шута илсе вĕсене валли кирлĕ пек условисем йĕркеленĕ, сусăр çынсене валли ятарлă майсем хатĕрлесе панă. Çитес 2016-мĕш çулта Алькешре пурăнакансене валли тепĕр савăнăç кĕтет, унта çĕнĕ ФАП тата ачасене валли поликлиника хута кайĕ. Алькеш поселокĕн пуласлăхĕ пирки сăмах пуçарнă май,  Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова иртнĕ суйлавра Михаил Игнатьев каланă сăмахĕсене аса илнĕ. Ун чухне шăпах та халăх ыйтнă сĕнĕве шута илсе, республика Пуçлăхĕ çĕнĕ микрорайонсенче поликлиникăсем хута ярассине каланине асăннă. Паян кĕтнĕ ĕмĕт çынсен пурнăçланнă. Пуласлăхра тата та хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан поликлиникăсене хута яма тĕллев ларнă. Ертӳçĕ мĕн калани пĕтĕмпех пурнăçа кĕрсе пырать», - тесе палăртса хăварнă министр. Тĕплĕнрех



16 декабря 2015
15:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter