Шупашкарта Наукăпа-производство предприятийĕ «Динамика» ТМЯОра çĕнĕ корпус хута кайнă

 


«Çĕнĕ корпус хута каять, аслă та вăтам  шкулсенче вĕренсе тухакансем валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрленеççĕ. Хăвăрăн ĕç вырăнĕсемшĕн, предприятийĕшĕн тăрăшса ĕçлĕр. Кунта ĕçлесе хăвăрăн пуласлăхăра алла илме пултаратăр», - тенĕ Михаил Игнатьев «Наукăпа-производство предприятийĕ «Динамика» ТМЯО савăнăçлă лару-тăрура уçнă май. Паллă мероприятине Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Михаил Резников, Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин хутшăннă. Михаил Игнатьев предприятине 25 çул çитнĕ ятпа саламланă, малашлăхра çĕнĕ ӳсĕмсем тума вăй-хал суннă. «Организаци çирĕп ура çинче тăрать. Тĕнче шайĕнчи компанисемпе ăмăртса, япăх мар ӳсĕмсем кăтартать. Предприятийĕн тĕп шăнăрĕ - тĕрлĕ ăста специалистсем. Çамрăк пултаруллă, пуçаруллă  яшсен Чăваш Ен территорийĕнче, Раççей шайĕнче таварсене пысăк пахалăхлă калăплама вĕренмелле, пирĕн рыноксенче импорт пачах пулмалла мар. Предприятисенче калăпланакан хатĕрсен ют çĕршывсенчен те лайăхрах пулмалла. Шанатăп, эсир ку тĕллевсене пурнăçа кĕртессе», - тесе уçăмлăн каланă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  «НПП «Динамика» ТМЯО генеральнăй директорĕ Владимир Димитриев хăйĕн сăмахĕнче çĕршывра экономика тĕлĕшĕнчен çăмăлах мар лару-тăру вăхăтĕнче çакăн пек çĕнĕ çурт хăпартса лартни,  калăпланса тухакан таварсен пахалăхне лайăхлатма пулăшнине, вĕсен тĕсĕсене çĕнетсе пыма, ĕçлекенсем валли лайăх условисем йĕркелеме ирĕк панине каланă.  Вăл çакăн пекех республика ертӳлĕхĕ витĕм кӳнине кура, предприяти пахалăхлă таварсем калăплассипе вăй илсех пынине палăртнă. «НПП «Динамика» ТМЯО çĕнĕ производство корпусĕнче Михаил Игнатьев тата хăнасем предприяти калăплакан таварсемпе паллашнă, вĕрентӳ центрĕнче пулнă, инженерсемпе тĕл пулса калаçнă. «НПП «Динамика» Раççейре чи малта пыракан предприятисенчен пĕри, электроэнергетика, газ, нефть тытăмĕ, промышленноç предприятийĕсем, чукун çулсем валли тĕрлĕ хатĕрсем калăплассипе ырми-канми тăрăшса ĕçлет. РЕТОМ сери приборсене Раççейри 4800 предприятире тата ытти ют çĕршывсенче те хапăл тусах усă кураççĕ. Тĕплĕнрех



16 декабря 2015
09:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter