Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ВТБ банк правленийĕн членĕпе Чаба Зентаипе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ВТБ банк правленийĕн членĕпе Ч.Л. Зентаипе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Пухăннисем калаçу вăхăтĕнче пĕр-пĕринпе малашлăхра килĕшсе ĕçлессипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă, сăмахран, ял хуçалăх пайĕнчи проектсем çинчен калаçнă.  Регион Ертӳçи Михаил Игнатьев Чăваш Республикин территорийĕнче вырнаçнă ВТБ банк ĕçĕпе кăмăллă пулнă. «Банк тытăмĕнче ĕçлекенсене валли республикăра регион ертӳлĕхĕ кирлĕ пек условисене пĕр тан йĕркелесе парать. ВТБ банк питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Сире коммерци организацисем шанаççĕ, пуласлăхра бизнесменсен проекчĕсене пурнăçа кĕртме эсир витĕмлĕх кӳрессине те ĕненетĕп», - тесе çирĕппĕн каланă Михаил Игнатьев, ВТБ банкăн Правлени Председательне Андрей Костина Çĕнĕ хула проекта пурнăçлама пулăшнăшăн ырласа тав тунă.  Чаба Зентаи хăйĕн сăмахĕнче регионсене кредит уйăрса парассипе  активлă ĕçлесси пирки каланă. «Банк çыхăнусене анлăлатассипе тăрăшать, пĕрле килĕшсе ĕçлекен предприятисемпе организацисен шутне ӳстерме тĕллев лартнă. Паллах, ытларах ял хуçалăх пайĕнче ĕçлекенсене витĕм кӳме шутлатпăр. Ку енĕпе эпир çине тăрсах ĕçлеме тĕллев лартнă», - тесе пĕлтернĕ хăйсен планĕсем пирки ВТБ банк правленийĕн представителĕ.  Тата тепĕр ырă хыпар пирки те чарăнса тăнă сумлă хăна, ВТБ банкăн аналитикĕсен пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, Атăлçи федераци округне кĕрекен регионсем хушшинче Чăваш Республикин республика бюджечĕ чи ăнăçлă та лайăххине пĕлтернĕ. «Бюджетăн тупăш пайне çав тери лайăх тытăм çине пайласа хунă. Ăна кура тăкаксем те кирлĕ пек виçепе пулса пырасси куçкĕретех», - тесе каланă сăмаха малалла тăснă май  Чаба Зентаи. Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева ВТБ банкĕн дирекцийĕн çĕнĕ ертӳçипе Михаил Мухортовпа паллаштарнă, вăл Чăваш Республикине Чулхуларан килнĕ. Сумлă хăна Чăваш Ен çав тери илемлĕ те илĕртӳллĕ хула пулнине каланă, халăха пурăнма чăннипех те пур услови те çителĕклĕ пулнине асăннă.   «Эпир предпринимательсемпе, банк тытăмĕнче ĕçлекенсемпе яланах пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçленĕ, малашне те хамăрăн çыхăнăва упраса хăварассишĕн тăрăшăпăр. Çынсене валли пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрленеççĕ, вĕсен ĕç укçин шайĕ те куçкĕретех ӳссе пырать», - тесе калаçăва пĕтĕмлетнĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Тĕплĕнрех 



17 декабря 2015
08:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter