Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федераци Пенси фончĕн Чăваш Енри управленийĕ 25 çул çитнине халалласа ирттернĕ торжествăлла мероприятие хутшăннă

 


Раштав уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федераци Пенси фончĕн Чăваш Енри управленийĕ 25 çул çитнине халалласа ирттернĕ торжествăлла мероприятине хутшăннă. Савăнăçлă пулăмра регион Ертӳçипе пĕрле  Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев пулнă.  Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федераци Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ĕçченĕсене республикăри пенсионерсен ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçленĕшĕн тав тунă.  «Халăхăн  социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕпе эсир  ĕçлетĕр. Пĕтĕмпе 360 пин пенсионер, федераци çăмăллăхĕпе усă куракан тĕрлĕ çемьесем, амăш капиталĕпе усă куракансем пурте сирĕн пулăшăвăрсене кĕтеççĕ, эсир вĕсемпе куллен ĕçлетĕр. Хăвăрăн ума лартнă тĕллевсене пурнăçласси пĕтĕмпех сирĕн патăрта тăрăшакансенчен, яваплăха туйса ĕçе пурнăçланинчен килет», - тесе каланă Михаил Игнатьев.  «Пенси фончĕ умне çулсерен çĕнĕ тĕллевсем тухса тăраççĕ, тытăмĕ çĕнелсех пырать. Халăх электронлă сервизсемпе ытларах усă курма пуçларĕ», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Енри управлени Раççей шайĕнче хăйсен ăсталăхне пĕр хуччен çеç мар çирĕплетнĕ, ĕç кăтартăвĕпе малти вырăна тухнă. Эсир чи ăнăçлă ĕçлекен 3-5 регионсем хушшинче тăратăр. Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Правленийĕн Председателĕ Антон Дроздов тĕлпулу вăхăтĕнче яланах Чăваш Енри Пенси фончĕн ушкăнне ырлать. Шанатăп, эсир малашне те çĕнĕ ӳсĕмсемпе палăрасса», - тесе каланă Михаил Игнатьев, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйту пирки сăмах пуçарнă. Предприятисемпе организацисем хăйсем патĕнче ĕçлекенсемшĕн тепре чухне Пенси фондне укçа куçарса паманни вăрттăнлăх мар, пĕтĕмпе Чăваш Енре пурăнакан 162 пин çынна шута илнĕ.  Калас пулсан, çак çынсем ыттисен шучĕпе пурăнаççĕ, малашлăх пирки те кăсăкланмаççĕ. Пирĕн тĕллев – çак çынсене саккунпа килĕшӳллĕн таса чунпа пурăнма вĕрентесси», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Уявра Пенси фончĕн ĕçченĕсене патшалăх наградисем парса хавхалантарнă. Федераци Пенси Фончĕн Чăваш Енри Управленийĕн ертӳçи Роза Кондратьева регион Пуçлăхне Михаил Игнатьева кулленхи ĕçре Чăваш Республикинчи ватăсен пурнăç условийĕн шайне лайăхлатма йышăннă ĕçсене пурнăçлама, реформăпа çыхăннă ыйтусене татса пама  витĕм кӳнĕшĕн тав тунă.   Тĕплĕнрех   

 



17 декабря 2015
16:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter