Чăваш Енре «Раççей регионĕсенче вăтам тата пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарас» темăпа РФ Патшалăх Думин Комитечĕн ларăвне ирттерме палăртнă тата унпа çыхăннă ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнă

 


Раштав уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕпе Анатолий Аксаковпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Калаçу вăхăтĕнче 2016-мĕш çулта нарăс уйăхĕнче Чăваш Енре «Раççей регионĕсенче вăтам тата пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарас» темăпа РФ Патшалăх Думин Комитечĕн ларăвне ирттерме палăртнă тата унпа çыхăннă ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнă. Çак мероприятине йĕркелесе ирттерни, регионăн инвестици илĕртӳлĕхне, пĕчĕк тата вăтам бизнесăн çĕнĕлле проекчĕсене пурнăçа кĕртме витĕм кӳнине асăннă ертӳçĕсем. «Регионсен инвестици илĕртӳлĕхĕ, пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшасси – çак ыйтусем пĕтĕмпех пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ, мероприятине хамăр регионта йĕркелесе ирттерме условисене йĕркелĕпĕр», - тенĕ Михаил Игнатьев.   



17 декабря 2015
15:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter