Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăха харпăрхăй ыйтăвĕсемпе йышăннă

 


 Раштав уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăха харпăрхăй ыйтăвĕсемпе йышăннă. Мероприятине «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Парти Председателĕн Д.А.Медведевăн регионти обществăлла йышăну пӳлĕмĕнче йĕркеленĕ.  Паллă пулăма республика Пуçлăхĕпе пĕрле «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн регионти  обществăлла йышăну пӳлĕмĕн ертӳçи  Николай Николаев хутшăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче граждансемпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçни - вĕсене куллен кăсăклантаракан ыйтусене итлеме, вăхăтра кирлĕ пек хуравсем пама пулăшнине асăннă. Ку хутĕнче ертӳçĕсем патне халăх тĕрлĕ ыйтупа килнĕ: ача сачĕсене хута ярассине, ял тăрăхĕсенче шкул ачисене вĕренме шкула илсе çӳретессине, медицина пулăшăвĕсемпе туллин усă курассине тата ытти ыйтусене те хускатнă. Калӑпăр, Вӑрмар районӗнчи Энĕшпуç ял старости, Шалти ӗссен тытӑмӗнче ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ Юрий Петров ялта клуб ҫуккишӗн пӑшӑрханнине пӗлтернӗ. Шупашкарӑн Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ микрорайонӗнче пурӑнакан хӗрарӑм Энтузиастсен урамӗнче пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисне уҫтарттарасшӑн. Алькешра пурӑнакан хӗрарӑм хӑй пурӑнакан тӑрӑхра ача-пӑча нумай, вӗсене валли пахча кирлӗ тесе каланӑ. Муркашри Колесниковсен ҫемйи йышӑнӑва ултӑ ачаран виҫҫӗшне ертсе пынӑ. Малтан вӗсем хӑйсене район центрӗнче 72 тӑваткал метрлӑ хваттер уҫҫине ҫывӑх вӑхӑтра парассине пӗлтерсе тав тунӑ. Аслисемпе йышӑнӑва пынӑ ачасем хӑйсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕнн ёлкине билет пама ыйтнӑ та йышӑнура вӗсене билетлӑ тунӑ. Ыйтусемпе килнĕ пур çынна та тĕплĕн хурав панă, вырăнта татса пама май килмен ыйтусене регион Пуçлăхĕ тата «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партий çивĕч тĕрĕслеве илнĕ. Тĕплĕнрех



17 декабря 2015
13:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter