Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн хӑрушсӑрлӑх органӗсен ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани

Раҫҫей Федерацийӗн хӑрушсӑрлӑх органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата  ветеранӗсем!

                         Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Сирӗн ӗҫӗр Раҫҫей наци хӑрушсӑрлӑхне ти­вӗҫ­те­рессипе тачӑ ҫы­хӑн­нӑ. Пирӗн ҫынсен тӑнӑҫлӑхӗ тата ырлӑхӗ ытларах чухне хӑруш­сӑр­лӑх органӗсен ӗҫченӗсен чун ҫи­рӗп­­лӗ­хӗнчен, тивӗҫе парӑннинчен, ту­хӑҫлӑ ӗҫӗнчен тата професси ӑс­та­лӑ­хӗн­чен килет.  

Влаҫӑн патшалӑх органӗсемпе право сыхлавӗн органӗсем тухӑҫлӑ хут­шӑнса ӗҫленӗрен коррупципе кӗрешмелли наци планӗ ӑнӑҫлӑн пурнӑҫ­ланать.

Паян патшалӑх сирӗн ума ҫӗнӗ тӗллевсем лартать. Терроризма тата экс­тре­мизма хирӗҫ кӗрешесси уйрӑмах ҫивӗч ыйтусен шутӗнче тӑрать. Тулашри ту­пӑн­сах тӑракан хӑрушлӑхсем тата ҫирӗплӗхе аркатма хӑтла­накан фактор­сем сире контрразведка ӗҫ-хӗлӗнче тухӑҫлӑхрах вӑй хума хис­теҫҫӗ. 

Чӑваш Республикин хӑрушсӑрлӑх органӗсен ветеранӗсене ҫамрӑк ӑрӑва патриотла воспитани парас ӗҫри хастарлӑхшӑн, хӑйсен нимрен те хаклӑ опыт­не хальхи ӗҫченсене панӑшӑн уйрӑммӑн палӑртса чунтан тав тӑ­ватӑп.

Ҫамрӑк сотрудниксен хальхи ӑрӑвӗ хӑйсен аслӑ юлташӗсен чи ырӑ йӑлисене малалла тивӗҫлӗн аталантарса пырасса шанса тӑратӑп!  

Сире ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей тата Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн пурнӑҫлакан служба ӗҫӗнче ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатӑп.

  

Чӑваш Республикин

       Пуҫлӑхӗ                                                                               М.Игнатьев 



18 декабря 2015
09:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter