Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри район тата хула администрацийĕсен ертӳлĕхĕсемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ

 


Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри район тата хула администрацийĕсен ертӳлĕхĕсемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Мероприятине Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Юрий Васильев тата ытти ертӳçĕсем хутшăннă. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайне аталантарассипе йышăннă патшалăх программи пурнăçа кĕрсе пынин ĕç кăтартăвĕпе Чăваш Республикин строительство министрĕн пĕрремĕш çумĕ Сергей Безруков тĕплĕн каласа кăтартнă. Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелес ĕç кăтартăвĕпе Раççейри  субъектсем хушшинче  Чăваш Ен 16-мĕш вырăнта тăнине, Атăлçи федераци округĕнче хисеплĕ пиллĕкмĕш вырăнта пулнине пĕлтернĕ. Пĕтĕмпе 2014-2015-мĕш çулсенче нумай хваттерлĕ 272 çурта тĕпрен юсама палăртса хунă, раштав уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне асăннă çуртсенчен 266-шне пĕтĕмпех йĕркене кĕртсе пĕтернĕ. 2015-2016-мĕш çулсенче нумай хваттерлĕ 425 çурта юсаса çĕнетме палăртнă. Пурăнма юрăхсăра тухнă аварийлĕ çуртсенчен граждансене хăтарса хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерес тĕллевпе йышăннă патшалăх программине тĕпе хурса 2013-2015-мĕш çулсенче пĕтĕмпе 5,1 пин çынна лайăх хваттерсемпе тивĕçтернĕ. Муниципалитет экономикине аталантарас тата вырăнти бюджета тултарас тĕлĕшпе инвестици явăçтарассипе çыхăннă ыйтăва та тĕплĕн сӳтсе явнă. Докладсене итленĕ хыççăн, Михаил Игнатьев муниципалитетсенче патшалăх пурлăхĕпе кирлĕ пек пĕлсе усă курма асăрхаттарса хăварнă, вырăнти бюджетăн тупăш пайне тултарас тĕлĕшпе тухăçлă ĕçлемеллине палăртнă. «Хуласемпе илес пулсан, налуксемпе çыхăннă объектсем сахал мар, районсемпе калас пулсан, кунта ытларах çĕрсемпе ĕçлемелле. Шăпах та çĕр - сирĕн пуянлăх пулса тăрать. Çĕрсемпе усă куракансемпе çирĕп ĕçлемелле.  Енчен те çĕр хуçисем темиçе çул та тĕллевлĕн пурлăхпа усă курмаççĕ пулсан, саккунпа килĕшӳллĕн вĕсене явап тыттармалла,  пурлăхсемшĕн пухăнса кайнă налук тӳлемен çынсем пур пулсан, вĕсене те вăхăтра тупса палăртмалла», - тесе çирĕп асăрхаттарса хăварнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Кун йĕркинчи тепĕр çивĕч ыйту - предприятисемпе организацисенче çынсен ĕç хучĕсене йĕркене кĕртсе пĕтермесĕрех ĕçлеттерни, ертӳçĕсем налуксене пачах та тӳлемен тĕслĕхсем сахал мар. Халăх, хăйсене предприяти ертӳçисем улталанине сисмесĕрех юлаççĕ, кайран вара пенсине тухмалли вăхăт çитсен пăшăрханса хăйсен пенси укçи пачах та пулманни пирки пĕлтереççĕ. Граждансем кун пек ултавсене ан лекчĕр тесессĕн, вĕсене вăхăтра кăлтăксем пирки пĕлтермелле, унсăрăн çынсем ватăлсан, пенсисĕр тăрса юласси куçкĕретех пулĕ. Республика Пуçлăхĕ палăртнă ыйтупа пурне те çине тăрсах тĕллевлĕн ĕçлеме хушнă. Тепĕр пысăк ыйту паянхи пурнăçшăн – халăх наркăмăшлă эрехе ĕçсе пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайни.  Предпринимательсем суя ĕç хучĕсене палăртса, халăх патне ырă мар, эрехе илсе çитереççĕ, çынсем тавар туянса нумай вăхăт хушши асапланаççĕ, кун пирки халăха асăрхаттармалла, предпринимательсене наркăмăшлă эрехе сутма чармалла, енчен те тĕслĕхсене тупсан, вĕсене çийĕнчех явап тыттармалла. Кĕçех Çĕнĕ çул уявĕсем çывхарса килеççĕ, граждансене уявсем вăхăтĕнче пушартан асăрхануллă пулма чĕнсе каламалла, вĕсемпе тăтăшах профилактика ĕçĕсене те йĕркелемелле.   Муниципалитетсен ертӳçисене палăртнă ыйтăва çирĕп тĕрĕслеве илме, йывăр çемьесене, çула çитмен ачасене хытă асăрхамаллине тепĕр хут палăртса хăварнă Чăваш Республикин гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн патшалăх комитечĕн ертӳçи  Вениамин Петров. Тĕплĕнрех



18 декабря 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter