Ачасен интересĕсене тĕпе хурса Наци стратегине пурнăçламалли республика Пуçлăхĕ çумĕнчи Координаци канашĕн ларăвĕ иртнĕ

 


 Раштав уйăхĕн 17-мĕшĕнче Ачасен интересĕсене тĕпе хурса Наци стратегине пурнăçламалли республика Пуçлăхĕ çумĕнчи Координаци канашĕн ларăвĕ иртнĕ.  Раççей Президенчĕ Владимир Путин яланах нацине упраса хăварасси, ачасене воспитани парассипе вĕсен пултарулăхне тупса палăртасси патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри тесе палăртать. Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та çирĕплетсе каланă. Раççей Президенчĕ çумĕнчи ачасен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй хатĕрленĕ рейтингра Раççей шайĕнче Чăваш Республикине ачасене пурăнма чи лайăх 10 регион шутне кĕртнĕ. «Ашшĕ-амăшĕсене, вĕрентекенсене, влаç органĕсенче ĕçлекенсене, обществăлла организацисен ертӳçисене, республикăри предприятисемпе организацисен ертӳçисене мĕнпур пуçаруллă çынсене кăтартуллă ĕçленĕшĕн тав тăватăп», - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Палăртса хăваратпăр, Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, Раççей шайĕнче Чăваш Енри ача-пăча поликлиники чи лайăх ĕçлесе пыраканнисем шутне кĕнĕ, кăтарту пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пĕчĕк пепкесем вилнĕ тĕслĕхсем регионта пачах та çук тенĕпе пĕрех, кăтарту каллех ку енĕпе те федераци шайĕнче йĕркеллĕ. Ачасем чирленĕ тĕслĕхсен шучĕ те кулленех чакса пырать, республика ку енĕпе те малтисен вырăнĕнче пулни пурне те хавхалантарать. Çитĕнӳсем çултан-çул пулса пыраççĕ. Пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессипе малашне те кăтартуллă ĕçлесе пымалла, чире вăраха каяссинчен асăрханса вăхăтра çамрăксемпе профилактика ĕçĕсене йĕркелесе ирттермелле», - тесе палăртса каланă Михаил Игнатьев. Шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлесси те республикăра кирлĕ пек шайра пулса пырать. Ача сачĕсене пĕтĕмпех хута янă, ку ĕç малалла та пурнăçланса пырĕ. Чăваш Енри икĕ ача садне пĕлтĕр Раççейри чи лайăх ача сачĕсем шутне кĕртнĕ, вĕсем тухăçлă ĕçленине палăртса хăварнă.  Çулсерен Чăваш Енри шкулсем те Раççейри чи лайăх шкулсем шутне кĕреççĕ. Ачасене хушма пĕлӳ парас ĕç кăтартăвĕпе Раççей шайĕнче чи лайăх вунă субъект шутне кĕрет.  Паллах, çитменлĕхсем те çук мар. Паян хăш-пĕр шкулсенче ачасем шкулта икĕ сменăпа вĕренеççĕ. «2016 мĕш çул валли бюджетра çĕнĕ шкулсем тума укçа-тенкĕ пăхса хăварнă. Пиллĕк çул хушшинче регионта шкул ыйтăвне пĕтĕмпех татса пама тĕллев лартнă.  Вунă çул хушшинче регионти 30 шкула тĕпрен модернизацилеме те палăртса хунă», - тесе пĕлтернĕ ырă хыпарсене Михаил Игнатьев. Ларăва пухăннисене Михаил Игнатьев çитес çул тата та лайăхрах ĕçлесе пыма сĕннĕ. «Чăваш Енре пурăнакансем пире пĕтĕмпех шанаççĕ. Пирĕн регионăн лайăх шайне тытса пырассипе кăна мар, ăна тата та аванрах аталантарса пырассишĕн тăрăшса ĕçлемелле, ачасене пурăнма лайăх условисем йĕркелесе парассишĕн вăй хумалла», - тесе уйрăммăн палăртса каланă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев хăйĕн докладĕнче шкулсемпе культура учрежденийĕсенче Литература çулталăкне тĕпе хурса пурнăçланă ĕçсем пирки тата ачасене вулама вĕрентес тĕлĕшпе йĕркелесе ирттернĕ ĕçсем çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă. Калăпăр, 2015 çулта республикăри вулавăшсенче пĕтĕмпе ку енĕпе 5600 мероприяти йĕркеленĕ, вĕсенче пурĕ 211 пин çын хутшăннă, культура енĕпе 50 пысăк проекта пурнăçа кĕртме май килнине асăннă. Министр тивĕçĕсене пурнăçлакан çакăн пекех хăйĕн сăмахĕнче сусăр ачасене культура енĕпе сахал мар ĕç йĕркелесе панине каланă. Чăваш Енре ачасене валли электронлă майпа вулавăш йĕркелесе пани те пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Паянхи куна регионта пĕтĕмпе патшалăх учрежденийĕсем – 3, муниципалитетсем шайĕнче – 534, ятарлă вулавăшсем – 29 пулнине пĕлтернĕ, вулавăшсене ытларах ачасемпе çамрăксем çӳренине палăртса хăварнă.  Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хăйĕн докладĕнче Чăваш Ен Раççей шайĕнче  вулама юратакан чи лайăх пиллĕк субъект шутне кĕнине асăннă. Литература çулталăкне халалласа пĕтĕмпе республикăн тĕп хулинче 1513 тĕрлĕ мероприяти йĕркелесе ирттернине каланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çитес 2016-мĕш çула Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Кино çулталăкĕ тесе йышăннине асăннă, Чăваш Енре вара  Ĕç çыннин çулталăкĕ пулнине каласа хăварнă. Литература çулталăкĕ вĕçленсе пырать пулин те çынсене вулама вĕрентес ĕçе чарса лартма юраманнине, вĕсене валли малашне те кирлĕ пек условисем йĕркелесе пама хушнă. Ку хутĕнче ларура Каçал ен, Тăвай, Елчĕк районĕсенче  çӳлерех палăртнă ыйтупа ĕçсене еплерех пурнăçласа пыни пирки муниципалитетсен ертӳçисен докладне итленĕ. Пухăннисем ытларах çемьесенче ашшĕ-амăшĕсем хăйсен пепкисене пăрахса, ют çĕре ĕçлеме кайни пирки ыйтăва çирĕп тĕрĕслеме сĕннĕ, шăпах та тепре чухне йывăр çемьесенче сахал мар ырă мар тĕслĕхсем сиксе тухаççĕ. Юлашкинчен ĕçлĕ тĕлпулăва пухăннисем Координаци канашĕн ларăвне пĕтĕмлетнĕ, 2016-мĕш çул валли тĕллевсене палăртнă. Тĕплĕнрех



18 декабря 2015
09:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter