Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн хӑрушсӑрлӑх органӗсен ӗҫченӗн кунне халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă

 


Раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Раҫҫей Федерацийӗн хӑрушсӑрлӑх органӗсен ӗҫченӗн кунне халалласа  ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă. «Халăх тӑнӑҫлӑхӗ тата ырлӑхӗ ытларах чухне хӑруш­сӑр­лӑх органӗсен ӗҫченӗсен чун ҫи­рӗп­­лӗ­хӗнчен, тивӗҫе парӑннинчен, ту­хӑҫлӑ ӗҫӗнчен тата професси ӑс­та­лӑ­хӗн­чен килет», - тенĕ пухăннисене саламланă май Михаил Игнатьев.  Регионта влаҫӑн патшалӑх органӗсемпе право сыхлавӗн органӗсем тухӑҫлӑ хут­шӑнса ӗҫленӗрен коррупципе кӗрешмелли наци планӗ ӑнӑҫлӑн пурнӑҫ­ланса пынине палăртнă. Терроризма тата экс­тре­мизма хирӗҫ кӗрешесси уйрӑмах ҫивӗч ыйтусен шутӗнче тӑнине, тулашри ту­пӑн­сах тӑракан хӑрушлӑхсем тата ҫирӗплӗхе аркатма хӑтла­накан фактор­сем контрразведка ӗҫ-хӗлӗнче тухӑҫлӑхрах вӑй хума хис­тенине каланă. Пурне те çирĕп сывлăх, ырлăхпа телей тата Тăван çĕршыв ырлăхĕшĕн пурнăçлакан служба ĕçĕнче çĕнĕ çитĕнӳсем суннă.



18 декабря 2015
14:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter