Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн топливо-энергетика комплексĕн ĕçченĕсене саламлани

Чăваш Енĕн топливо-энергетика комплексĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!

Энергетика – наци экономикин ертсе пыракан секторĕ, вăл çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатма тата çĕршывăн тулаш экономикăпа политика позицийĕсене çирĕплетме пулăшать.

Юлашки çулсенче отрасльте пысăк улшăнусем пулса иртрĕç: производство модернизацине тата оборудование çĕнетес ĕçе пысăк укçа инвестицилеççĕ, энергин альтернатива çăлкуçĕсене алла илеççĕ, Чăваш Республикин халăх пурăнакан вырăнĕсенчи çĕнĕ урамсене электрификацилемелли программăпа килĕшӳллĕн çĕнĕ объектсене хута яраççĕ.

Унсăр пуçне энергорессурсемпе усă курас культура улшăнса пырать. Паян общество инфратытăмĕн объекчĕсенче энергие перекетлекен материалсемпе тата технологисемпе ытларах усă кураççĕ. Республикăра Энерги перекетлевĕн центрне туса хунă, унăн тĕллевĕ – Чăваш Енре пурăнакансене энергие перекетлеме хăнăхтарасси.

Паян республикăн кирлĕ опыт тата ăслăлăх-производство никĕсĕ пур, вăл инноваци технологийĕсемпе усă курать тата топливо-энергетика комплексĕ валли оборудовани хатĕрлес ĕçре лидер пулса тăрать. Асăннă профильпе специальноç илекен çамрăксем нихăçан та ĕçсĕр юлманнине палăртма кăмăллă. Вĕсен ĕç укçи лайăх тата профессийĕ  ят-сумлă, ТЭК предприятийĕсенче вĕсене хăйсене тивĕçлипе кăтартмашкăн кирлĕ пĕтĕм условие туса хунă.

Отрасль ветеранĕсене уйрăммăн тав тăвас килет, вĕсем хăйсен пĕлĕвĕпе опытне çамрăк энергетиксене параççĕ, çапла майпа тивĕçлĕ смена çитĕнет.

Хисеплĕ энергетиксем! Эсир кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнтерме пултаратăр, ĕçе юратнипе, çирĕп тĕллевлĕхпе тата ыррине çеç курма пĕлнипе палăрса тăратăр.

Сире экономика тăнăçлăхĕ, калама çук пĕлтерĕшлĕ тата пархатарлă ĕçĕрте çĕнĕ çитĕнӳсем, сывлăх, ырлăх тата телей сунатăп.

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                                    М.ИГНАТЬЕВ.

 



18 декабря 2015
09:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter