Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа республикăри малта пыракан предприятисенчен пӗринче «ВНИИР» акционерсен уҫӑ обществинче пулнă

 


Раштав уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикине ĕçлĕ визитпа килсе çитнĕ Раççей Феде­рацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа, Чăваш Енри федерацин тĕп инспекторĕпе Геннадий Федоровпа пӗрле республикăри малта пыракан предприятисенчен пӗринче «ВНИИР» акционерсен уҫӑ обществинче пулса курнă. Ертӳçĕсем унта «АБС Электро» холдинг таварĕсемпе кăсăкланнă. «АБС Электро» президенчĕ Ненад Попович холдинга кĕрекен предприятисем электроэнергетика, ЖКХ, газ, нефть промышленноçӗсем валли тĕрлĕ тавар туса кӑларнине палăртнă. Кунти пахалăхлă продукци ют çĕршывра туса кӑларакан­нисенчен нимрен те кая маррине уйрăммăн асăнса хăварнă.  «АБС Электро» ĕç-хĕлне Михаил Бабич пысăка хурса хакланă, хальхи вӑхӑтра продукцие хамӑр ҫӗршыв валли туса кӑлармаллине, холдинг ҫакна тума хатӗррине палӑртнӑ. Кивелсе ҫитнӗ тата ишĕлекен пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнчен граждансене урăх вырăна пурăнма куçарас ӗҫ йӗркеллӗн пулса пырать. Ҫынсене пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен хăтарса лайăх хваттерсемпе тивĕçтерес енĕпе йышăннă патшалăх программи еплерех пурнăçа кĕрсе пынине Раççей Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич тĕрĕслесех тăрать. Вӑл  асăннă программа Шупашкарта мĕнлерех пурнăçланнипе кăсăкланнă. Ҫавна май Чăваш Ен тĕп хулинчи Б.Хмельницкий урамĕнчи 127-мĕш çуртăн 2 корпусри хваттерсемпе паллашнă. Кунти 20 хваттере пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен куçаракан ҫынсем валли тунӑ. Асӑннӑ граждансен пурнăç условийĕсемпе Раççей Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ  Михаил Бабич, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Федерацийĕн строительство Министрĕн ҫумĕ  Андрей Чибис тата ытти официаллă çынсем паллашнă. Хăнасем хăш-пĕр хваттерсене кĕрсе тухнă, тин çеç пурăнма куçнă çынсемпе курса калаçнă. Ҫӗнӗ хваттер хуҫисем Раççей Правительствине, республика ертӳлĕхне хăйсене çакăн пек хăтлă хваттерсемпе тивĕçтернĕшĕн чунтан тав тунӑ.  Тĕплĕнрех



02 декабря 2015
15:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter