Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ирттернĕ видеоканашлăва хутшăннă

 Раштав уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий  Медведев ирттернĕ видеоканашлăва хутшăннă. «Хутшса ăшăтмалли тапхăр пур регионсенче те пуçланнă теме юрать. Нимĕнле йывăрлăхсем те пулман. Хутса ăшăтмалли хатĕрсем çителĕклĕ. Ку енĕпе планпа палăртса хунинчен чылай малта пыратпăр. Пĕтĕмĕшле газпа, электричествăпа усă курас енĕпе нимĕнле кăлтăксем те пулман», - тенĕ Дмитрий Медведев. «Пурăнмалли çуртсене пурне те хĕллене валли хатĕрленĕ. Пур регион та хăйсен умне лартнă тĕллевсене туллин пурнăçланă», - тесе каланă Раççей Премьер-министрĕ. Палăртнă ыйтусемпе тивĕçлĕ шайра ĕçлеменнисене уйрăммăн палăртса хăварнă. Электричествăшăн, топливăшăн  авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне парăмсем 130 млрд. тенкĕ пухăннине асăннă. «Парăмсене татас ĕçпе малалла та тăрăшмалла. Регионсенче влаç тытăмĕсенче ĕçлекенсен парăмсене парса татассипе кирлĕ пек майсем шырамалла», - тенĕ вăл калаçăва малалла тăснă май. Чăваш Республикинче хутса ăшăтмалли тапхăра кирлĕ пек вăхăтра хатĕрленсе çитнĕ. ТЭК тата ЖКХ объекчĕсене пурне те хĕллене хатĕрленĕ. Районсемпе хуласен администрацийĕсенче çутçанталăк газĕпе усă курнăшăн парăмсене тавăрассипе ятарласа график çирĕплетнĕ, «Çулсен карттине» те туса хатĕрленĕ.  Коммуналлă пулăшусемпе усă куракансемпе  тĕп парăмçăсемпе иск ĕçĕсем те тăтăшах çийĕнчех пулса пыраççĕ. Тĕплĕнрех 



02 декабря 2015
16:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter