«Чăваш Республики Fitch Ratings тата Moody’s Investors Service агенстивисен рейтингĕнче ăнăçлă малта пырса хăйĕн позицине çирĕп тытса пыни - республика бюджечĕпе тухăçлă ĕçлеме, инвестици илĕртӳлĕхне ӳстерме май парать», - тенĕ Михаил Игнатьев паянхи канашлура

 «Çĕршывра экономика енчен лару-тăру çăмăлах мар пулин те Чăваш Республики Fitch Ratings тата  Moody’s Investors Service агенстивисен рейтингĕнче ăнăçлă малта пыракансем шутĕнче, хăйĕн позицине çирĕп тытса пырать», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе кашни эрнере ирттерекен ĕçлĕ планеркăра.  Кредитсен рейтингĕнче Чăваш Ен хăйĕн çирĕп позицине тытса пыни, республика Правительствине бюджет политикине тĕрĕс тытса пыма пулăшнине асăннă Михаил Игнатьев. Федераци бюджетĕнчен хушма укçа-тенкĕ явăçтарма, граждансен социаллă пĕлтерĕшлĕ пур ыйтăвне те туллин татса пама ирĕк панине каланă. Fitch Ratings тата Moody’s хаклавĕ регионăн инвестици илĕртӳлĕхне ӳстерме май панине каласа хăварнă. «Предпринимательсем, инвесторсем укçа-тенкĕне региона активлă хываççĕ. Пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем халăх валли хатĕрлеççĕ, республикăра пурăнакансен шалу укçи те куçкĕретех ӳссе пырать», - тенĕ калаçăва малалла тăснă май Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Малашне тата та лайăхрах, тухăçлăрах ĕçлеме сĕннĕ паянхи канашлăва пухăннă ертӳçĕсене. Чукун çул транспорчĕн организацийĕсем  тăкак тӳснисен хăш-пĕр пайне  Чăваш Республикин республика бюджетĕнчен уйăрса паракан субсиди пирки тата ытти чылай ыйтăва пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă. 

 



21 декабря 2015
14:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter