Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енре К.В.Иванов, Раççейре Литература çулталăкне халалласа ирттернĕ мероприятисене хутшăннă

 


Раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енре К.В.Иванов, Раççейре Литература çулталăкне  халалласа ирттернĕ мероприятисене хутшăннă. Çак кун регионти паллă культура ĕçченĕсемпе пĕрле Чăваш Ен Пуçлăхĕ Зиновий Михайлович Таланцева, тĕнчипе паллă ăсчаха асăнса палăк уçнă. Михаил Игнатьев уява пухăннисене саламланă май, Чăваш Ен халăхĕ хăйĕн паллă ентешĕсене лайăх астунине, тăван тавралăх ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшса ĕçленине чыса хурса яланах асра тытнине каланă. Зиновий Таланцев хăйĕн пиччĕшĕсемпе Михаилпа тата Николайпа Етĕрне тăрăхĕнче сахал мар ырă ĕç пурнăçланине пĕлтернĕ, çак палăртнă палăк ĕçне пĕтĕмпех Етĕрне районĕнче пурăнакан фермер Леонид Николаевич Белов хăй çине илнине каланă,  пуçаруллă Леонид Белова чĕререн тав тунă,  Чăваш Ен паллă çыннисене хисеплесе асра тытнăшăн мухтанă. Чăвашсен паллă тепĕр ăсчахĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Ольга Сергеева хăйĕн сăмахĕнче хулара чăннипех те культура уявĕ пулнине, Таланцев купцасем тĕп хуламăрăн ĕçне витĕм кӳнине, малашне те çак ырă пуçару вăй-илсе пырассине шанса каланă.  Михаил Таланцев палăка уçма хутшăннисене пурне те тав тунă. Етĕрнепе Шупашкар хулин пĕрпеклĕхсем пуррине, лайăх аталанса пыракан хуласем пулнине асăннă. «Вулакан Чăваш Ен» форум ĕçĕнче Михаил Игнатьев кăçалхи К.В.Иванов çулталăкне кирлĕ пек пысăк шайра йĕркелесе ирттернине палăртнă. Пĕтĕмпе республикăра  5600 мероприяти пулнă, вĕсенче 211 пин çын хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнă, çитес çулта та Чăваш Ен халăхне вулама пулăшу кĕрес ĕçе тăсмаллине палăртнă. Республикăри районсемпе хуласенче вулавăшсене тĕпрен çĕнетсе пынă, çынсене валли мĕн кирли пĕтĕмпех çителĕклĕ.  Çитес вăхăтра тата 50 культура учрежденине хута яма палăртнă, республика бюджетĕнче 3 объект ĕçĕ валли укçа-тенкĕ те пăхса хăварнине пĕлтернĕ регион ертӳçи. Чăваш кĕнеке издательствин ĕçне пысăка хакланă Михаил Игнатьев, кăçал социаллă пĕлтерĕшлĕ 129 тĕрлĕ кĕнеке калăпланине асăннă. К.В.Иванова халалласа ирттернĕ регион шайĕнче çĕнтерӳçĕ ята тивĕçнисене патшалăх наградисене парса чысланă. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Чăваш Республикин культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев калаçнă. Литература тата К.В.Иванов çулталăкне халалласа ирттернĕ пĕлтерĕшлĕ мероприятисем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă, халăх юлашки çулсенче уйрăмах вулама кăмăл тунине асăннă, çынсем «Нарспи» поэмăна хапăл тусах чăвашла та вырăсла та вуланине пĕлтернĕ, Пĕтĕм Раççей шайĕнче ирттернĕ конкурсра Чăваш Ен чи лайăх вулакан 20 регион шутне кĕни те çакнах çирĕплетсе панине каланă. Форум ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кĕнеке вулама юратасси мĕн ачаранпах пулмаллине, ӳссе çитĕнсен те çак ĕçе прахăçлама юраманнине асăннă.  2016-мĕш çул Ĕç çыннин çулталăкĕ, çавна май çитĕнекен ăрăва таса чунпа, яваплăха туйса ĕçлесен тин тивĕçлĕ çын ятне çĕнсе илме пултарайнине вĕрентсе çитĕнтермеллине тепĕр хут аса илсе хăварнă Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



21 декабря 2015
12:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter