Чăваш Республикин вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчи тĕрĕслевпе асăрхав ĕç-хĕлĕн тухăçлăхне тишкерӳ тăвассипе ĕçлекен ведомствăсен канашĕн ларăвĕ иртнĕ

 


Раштав уйăхĕн 21-мĕшĕнче  Чăваш Республикин вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчи тĕрĕслевпе асăрхав ĕç-хĕлĕн тухăçлăхне тишкерӳ тăвассипе ĕçлекен ведомствăсен канашĕн ларăвĕ иртнĕ.   «Халăхăн пурнăç условисен шайне ӳстерсе пырас тĕлĕшпе, 2015-мĕш çулта тĕрлĕ проектсене пурнăçа кĕртнĕ: ача сачĕсем, ФАПсем, пысăк технологиллĕ производствăсем хута янă, çынсене валли лайăх ĕç укçаллĕ вырăнсем хатĕрленĕ», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ларăва уçнă май. 2016-мĕш çулта çĕршыв ертӳлĕхĕ тата та пысăкрах тĕллевсем палăртнине каланă республика Пуçлăхĕ. «Шкулсенче иккĕмĕш сменăпа вĕрентме пăрахăçлас, халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес, çынсене пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе усă курма анлăрах майсем йĕркелес, республикăри онкологи диспансерĕн хирурги комплексне хута ярас, ялсенче клубсем, спорт, медицина учрежденийĕсене çĕклесе лартассипе çыхăннă  çивĕч ыйтусене татса памалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.     Чи пĕлтерĕшли - бюджетпа кирлĕ пек пĕлсе усă курасси. Раççей Президенчĕ В.В.Путин хушăвĕпе килĕшӳллĕн, енчен те патшалăх тата муниципаллă служащийĕсем хăйсен тăванĕсемпе, çывăх çыннисемпе, юлташĕсемпе тĕрлĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене хута яма конкурссене хутшăнма витĕм кӳнисене тупса палăртса явап тыттарассипе пурин те тимлĕн ĕçлемеллине асăрхаттарса хăварнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, кирек епле тĕрĕслев ĕçĕ яланах уçăмлă пулмаллине каланă регион Ертӳçи. Тĕрĕслевсем пĕрин хыççăн теприн пулмалла мар, пĕр ĕçех икĕ тĕрĕслев органĕн харăсах тĕрĕслемесен те. Енчен те кăлтăксене тупса палăртсан, вĕсене сирсе ямалли вăхăт пĕчĕкех пулмалла марине тата ытти енсене те тĕплĕн тишкермеллине асăннă вăл.    Пушартан сыхланассипе кирлĕ пек пур ĕçсене те вăхăтра йĕркелеме, предприятисемпе организацисенче, нумай хваттерлĕ çуртсенче уйрăмах асăрхануллă пулма ыйтнă. Ларăва пухăннисем тĕрĕслев органĕсем муниципалитетсенче ирттернĕ ĕçсене тишкернĕ. Федераци Пенси фончĕн Чăваш Енри Управленийĕн ертӳçи Роза Кондратьева тата Федераци финанс бюджет асăрхав службин Чăваш Республикинчи территори  Управленийĕн ертӳçи Нина Константинова вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене тухса тĕрĕсленин ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Чăваш Республикин  Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Юрий Васильев çӳлерех асăннă  комиссийĕн çитес çул валли ĕç планăпе тĕплĕн паллаштарнă.  Тĕплĕнрех



21 декабря 2015
16:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter