Чăваш Республикин Правительствипе «СОГАЗ» Раççейри страховани компанийĕсен чи пысăк предприятийĕсенчен пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли пирки ĕç хутне алă пуса çирĕплетнĕ

 


Чăваш Республикин Правительствипе «СОГАЗ» Раççейри страховани компанисен чи пысăк предприятийĕсенчен пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли пирки ĕç хутне алă пуса çирĕплетнĕ. Ытларикун раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин  Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Полномочиллĕ представительствинче Чăваш Ен Пуçлăхĕ ĕçлĕ визитпа Мускавра пулнă май,   "СОГАЗ" Правленийĕн Председателĕпе Сергей Ивановпа пĕрле ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ. Çак асăннă паянхи ĕç хутне алă пусса çирĕплетни - регионăн инвестици климачĕшĕн, предпринимательсемшĕн питĕ меллĕ. Тĕл пулнă вăхăтра ертӳçĕсем регионта страховани енĕпе пулăшу парас ыйтăва анлăрах сарассипе çыхăннă самантсем пирки те тĕплĕн сӳтсе явнă. Паянхи пурнăç таппинче Раççейре пурăнакансем хăйсен пурлăхне страхлассипе ытларах кăсăкланма пуçланă. Аналитиксем пĕтĕмлетнĕ тăрăх, çĕршыври регионсем хушшинче харпăрхăй пурлăхне страхлас ĕç кăтартăвĕпе чи ăнăçлă ĕçлесе пыракансем шутне Мускава, Мускав облаçне тата Чăваш Республикине кĕртнĕ. «Калăпăр, 2015-мĕш çулăн утă уйăхĕн тĕлне регионта пурăнакансенчен 20 проценчĕн страховани полисĕсем пур.  Чăваш Енре страховани енĕпе ĕçлекен предпринимательсене валли пурне те пĕр пек условисем йĕркелесе панă. Пирĕн тĕллев, республикăна пуçаруллă предпринимательсене явăçтарасси. Чăваш Республикинче пурăнакансем СОГАЗ организацине ĕненеççĕ, ытти страховани компанийĕсен хушшинче вĕсем виççĕмĕш вырăнта тăраççĕ», - тенĕ калаçăва малалла тăснă май Михаил Игнатьев. «Раççей Федерацийĕн территорийĕнче пур çĕрте те ĕçлетпĕр. Чăваш Енĕн инвестици илĕртӳлĕхĕ пысăк пулни пире ĕçлеме хавхалантарать Регионта СОГАЗ 2003-мĕш çултанпах ĕçлет. Бизнеса аталантарма кунта пур услови те çителĕклĕ. Юлашки çулсенче компани ĕçĕн калăпăшĕ 70 процента çити ӳсни те çакнах çирĕплетсе парать. Тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ проектсене хутшăнма яланах хатĕр», - тенĕ компанийĕн ертӳçи. Палăртса хăваратпăр, «СОГАЗ» ушкăн Чăваш Республикинче 2003-мĕш çултанпа ĕçлет. 2012-мĕш çул пуçламăшĕнче Шупашкарта СОГАЗăн филиалĕ хута кайнă. «СОГАЗ» Страховани ушкăнне «СОГАЗ» АО, «ТРАНСНЕФТЬ» СК, «СОГАЗ-МЕД» АО СК, «СОГАЗ-ЖИЗНЬ» ТМЯО СК, «СОТ-ТРАНС» ТМЯО, SOVAG (Германи), «SOGAZ a.d.o. Novi Sad» (Серби), «СОГАЗ» Халăхсем хушшинчи медицина центрĕ,  «СОГАЗ-Медсервис» ТМЯО сервис медицина компанийĕ. Хальхи вăхăтра ушкăн Раççейре пĕтĕмпе  800 ытла организацине тата офис центрĕсене тытса тăрать. Тĕплĕнрех

  



22 декабря 2015
17:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter