Пенси реформине тĕпчекен центр рейтингĕнче Чăваш Республикин кăтартăвĕ çӳллĕ шайра

Пенси реформине тĕпчекен центр рейтингĕнче чи айван пурăнакан регионсене палăртнă, пĕтĕмлетӳ тăрăх, Приморье крайĕнче пурăнакан ватăсем айван пурăннине шута илнĕ, чи пуян пурăнакан песионерсем вара Иркутск облаçĕнче пулнине палăртнă. Рейтинг ĕçне пĕтĕмпе Раççейри 52 региона кĕртнĕ. Вĕсем халăх 1 млн. ытларах пурăнакан субъектсене çак асăннă рейтинг ĕçне кĕртме тăрăшнă.  Çӳлерех асăннă центр хатĕрленĕ рейтингра Чăваш Республикин кăтартăвĕ çав тери пысăк шайра пулни палăрать, республикăра пурăнакан ватă çынсен пурнăç условийĕн шайĕ лайăх пулни пурне те хавхалантарать, регион улттăмĕш вырăнта тăни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Рейтинг кăтартăвĕсене пĕтĕмпе виçĕ ушкăна пайланă. Пĕрремĕш ушкăнра «симĕссисем» ку ушкăнри регионсенче ватăсем харпăрхăй тупăшĕпе кулленех ирĕклĕн усă курса, укçа-тенкĕне алра тытса тăни те сисĕнет. «Саррисен» ушкăнĕнче регионсенче пенсионерсем вăтам пурăнаканнисене палăртнă, «хĕрлисен» ушкăнне  чи пĕчĕк виçеллĕ регионсене кĕртнĕ. Чăваш Ен Правительствин тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри – регионти халăхсене тивĕçлĕ ватлăх, пурăнма кирлĕ пек условисем йĕркелесе парасси. Паянхи куна Чăваш Республикинче Федерацин Пенси фончĕн регионти уйрăмĕнче 360 пин пенсионера шута илнĕ, вĕсене пулăшусемпе вăхăтра тата кирлĕ пек виçепе тивĕçтереççĕ, ку енĕпе республикăра нимĕнле кăлтăксем те çук.   



22 декабря 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter