Федерацин кивĕ тата ишĕлес патне çитнĕ пӳртсенчен çĕнĕ хваттере куçармалли патшалăх программи Чăваш Енре ăнăçлă пурнăçланать

 


Пурăнма юрăхсăра тухнă авариллĕ çуртсенчен çынсене куçарса хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерес программăна тĕпе хурса йĕркеленĕ мероприятине, раштав уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта Богдан Хмельницкий урамĕнчи 2-мĕш корпусăн 127 çуртĕнче савăнăçлă лару-тăрăва хутшăннă. Федерацин кивĕ тата ишĕлес патне çитнĕ пӳртсенчен çĕнĕ хваттере куçармалли программипе килĕшӳллĕн пурăнмалли вырăн илекенсем унта çăра уççи илме, хваттерĕсене кĕрсе пăхма ятарласа пынă.  Çĕнĕ çурта пурăнма куçнă çынсене регион Ертӳçи саламланă, пурне те туслăхпа юратура пурăнма ырлăх-сывлăх телей суннă. «Республикăра палăртнă патшалăх программи лайăх ĕçлет. Ку тĕллевпе пĕтĕмпе 5 млрд.тенкĕ пăхса хăварнă. Укçа-тенкĕне тупма çăмăлах мар, анчах та сахал мар тĕрлĕ енсем шырама тивет. Халăхăн социаллă пĕлтерĕшлĕ пур ыйтăвне те вăхăтра татса пама тăрăшăпăр, хамăр çине илнĕ пĕтĕм ĕçе яваплăха туйса пурнăçлăпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Ку хутĕнче тăхăр çемье хăтлă хваттерлĕ пулнă. Тин çеç пурăнма куçнă Лариса Соловьева республика ертӳлĕхне тав тунă, малашне вĕсен çемьи ăшă та илемлĕ пысăк хваттерте савăнса пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнассине каланă. Чăваш Енре программăн пĕрремĕш тапхăрĕ пĕтĕмпех пурнăçланнă, нумай хваттерлĕ 273 авариллĕ çуртра пурăнакан 3800 çын çĕнĕ хваттерсене куçнă. Программăн иккĕмĕш тапхăрĕнче 1500 çын хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. 2017-мĕш çулта программăн виççĕмĕш пайĕ пĕтĕмпех пурнăçланĕ. Тĕплĕнрех



22 декабря 2015
08:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter