Раççей Президенчĕ Владимир Путин ирттернĕ Патшалăх Канашĕн ларăвне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

 


Раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин ирттернĕ Патшалăх Канашĕн ларăвне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.   Паянхи ларăва вĕренӳ пайне çĕнетессипе çыхăннă ыйтăва халалланă.  Чăваш Республикинче мĕнпур ачасене кирлĕ пек пур условисене те пĕтĕмпех йĕркелесе панă тесен те йăнăш мар. Раççей Федерацийĕн субъекчĕсем хушшинче ачасене усрама питĕ лайăх условисем йĕркеленĕ вунă регион шутне Чăваш Республики те кĕнĕ, кăтарту паллах, пурне те хавхалантарать. Кун пирки Раççей Президенчĕ çумĕнчи ачасен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Павел Астахов та хăйĕн рейтингĕнче çирĕплетнĕ. «Çамрăк та пултаруллă яш-кĕрĕме ытларах тимлĕх уйăрмалла, вĕсен пуçаруллă ĕçĕсене тĕпе хумалла. Ача сачĕсенче, шкулсенче, аслă вĕренӳ учрежденийĕсене аталанса пыма кирлĕ пек условисем йĕркелесе пырссипе тăрăшмалла. Халăхăн кăмăл-сипет туйăмне лайăхлатса, Тăван çĕршыва хисеплеме, тăван тавралăха юратма вĕрентмелле», - тесе палăртса калать Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче пĕтĕмпе 469 вĕренӳ учреждение шута илнĕ, вĕсенче пĕтĕмпе 125 пин çын ăс пухать, кăтарту пĕлтĕрхипе танлаштарсан, ӳсни сисĕнет. Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕсене тĕпе хурса, 2025-мĕш çулччен ĕçлемелли патшалăх программине пăхса хăварнă. Регионта ачасене шкулта пĕр сменăпа вĕрентме тĕллев лартнă. Кăçал пĕтĕмлетӳ аттестацийĕ витĕр 11-мĕш класра вĕренекен 6 пин ача тухнă, пурте тенĕ пекех аттестатлă пулнă,  аслă шкулсемпе техникумсене тата ытти вĕренӳ учрежденийĕсене пĕлĕве малалла анлăлатма çул тытнă. Тата тепĕр самант пирки те палăртса хăвармалла, республикăра сусăр ачасем çине те пысăк тимлĕх уйăрни куçкĕретех, ку категорире республикăра пĕтĕмпе 16,8 пин ачана шута илнĕ. Шкулсенче пурлăхпа техника базине кашни çул тенĕ пекех çĕнетсе пынă. Инвалид ачасене шкулта е килте вĕренме ятарлă хатĕрсем çителĕклĕ вырнаçтарнă. Юлашки тăватă çул хушшинче региона субсиди мелĕпе çак ĕçсене пурнăçлама 248 млн. тенкĕ ытла куçнă.  Республикăра пултаруллă ачасене пысăк витĕм кӳреççĕ. Вĕсемпе тăтăшах тĕрлĕ конкурссем йĕркелесе ирттереççĕ, олимпиадăсем те çав тери пысăк шайра пулаççĕ. Пĕтĕмпе республикăри районсемпе хуласенчен 2015 çулта 9-11-мĕш класра вĕренекен 1816 ача Раççей шайĕнчи тĕрлĕ олимпиадăсене хутшăннă, вĕсенчен 365-шĕ çĕнтерӳçĕ ята тивĕçнĕ. 2014-2015-мĕш çулсенче Чăваш Ен Раççейри регионсем хушшинче олимпиадăна хутшăнас ĕç кăтартăвĕпе чи лайăх вунă субъект шутне кĕнĕ. Çулсерен республикăри шкулсем Раççей шайĕнчи чи лайăх вĕренӳ учрежденийĕсен хисепĕнче. Пĕр сăмахпа каласан, республикăра вĕрентӳ пайне модернизацилессипе ĕç çав тери пысăк шайра пулса пырать. Тĕплĕнрех



23 декабря 2015
20:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter