Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Чăваш Ен Правительствин кăçалхи çулшăн пулакан юлашки ларăвне ирттернĕ

Раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Чăваш Ен Правительствин кăçалхи çулшăн пулакан юлашки ларăвне ирттернĕ. Кун йĕркине пĕтĕмпе 40 ыйту кĕртнĕ. Чăваш Республикинчи патшалăх граждан служащийĕсем пирки калакан саккун проектне Правительство членĕсем пăхса тухнă, йышăнса хăварнă. Палăртнă ĕç хучĕпе тĕплĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Юрий Васильев паллаштарнă.  Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвне Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 2015 çулта раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче тухнă Çырăва тĕпе хурса Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан влаç органĕсенче палăртнă Плансем пирки тĕплĕн сӳтсе явнă, çирĕплетсе хăварнă.   Асăннă ĕç хучĕ пĕтĕпех регионăн инвестици илĕртӳлĕхне ӳстерессипе, халăхăн пурнăç условийĕн шайне лайăхлатассипе, социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парассипе çыхăннă.  Çитес çул валли Чăваш Енри муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче тата патшалăх учрежденийĕсенче ĕçлекенсен шалу укçипе çыхăннă фонда, çурт-йĕр ыйтăвĕсене те тишкернĕ. Çитес 2016-мĕш çулта Республика кунне Элĕк районĕнче ирттерме палăртнă. Паллă мероприятисене Шупашкар хулипе Элĕкре ирттересси пирки хатĕрленӳ енĕпе çыхăннă ĕç хутне те йышăнса хăварнă. Чăваш Ен тĕп хулинче Республика кунне халалласа Экономика форумне, фейерверксен фестивальне, халăх пултарулăхĕсен конкурсне тата та нумай пысăк мероприятисем палăртса хунă. Уяв тапхăрĕсенче «НПП «Экра»  ТМЯО, Çĕнĕ Шупашкарта акрил ваннăсене калăплакан производство тата нумай социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене  уçма, инфратытăма çĕнетме хатĕрленеççĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн хушăвĕсене пурнăçлассипе Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан влаç органĕсем епле ĕçленин кăтартăвĕпе республика Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Юрий Васильев тĕплĕн паллаштарнă. Раççей Президенчĕ хушнă ĕçсенчен 2015 çулта 33-шĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ хушнă 143 ĕç тĕрĕслевре пулнă. Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, 2014-мĕш çулхипе танлаштарсан, тĕрлĕ хушусене Чăваш Енре ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансем вăхăтра пурнăçлани сисĕнет. Паянхи ларăва ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.

 



23 декабря 2015
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter