ППЭ регионта ирттерессипе Чăваш Республикин ертӳлĕхĕ пысăк шайра тухăçлă ĕçленине палăртнă Раççей Федерацийĕн вĕренӳ ĕçĕнчи асăрхавăн федераллă служба Ертӳçи Сергей Кравцов

Раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнче Мускавра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа пулнă, Раççей Президенчĕ Владимир Путин ирттернĕ Патшалăх Канашĕн ларăвне хутшăннă.   Кун йĕркинчи тĕп ыйту - Раççейри вĕрентӳ пайне çĕнетесси. Лару ĕçне тытăниччен  Чăваш Ен наци телерадио компанийĕн журналисчĕсем Раççей Федерацийĕн вĕренӳ ĕçĕнчи асăрхавăн федераллă служба Ертӳçипе Сергей Кравцовпа тĕл пулнă. Унран Чăваш Енри вĕренӳ пайĕнчи лару-тăрăва епле хаклани пирки ыйтса пĕлнĕ.  «Чăваш Ен ертӳлĕхĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, регионăн  вĕренӳ министрĕ республикăра патшалăх пĕрлĕхлĕ экзаменне ачасене тыттарассипе кирлĕ пек шайра ĕçсене йĕркелеме витĕм кӳни куçкĕретех. Экзаменсем Чăваш Енре пĕтĕмпех йĕркеллĕ  иртнĕ», - тесе каланă Сергей Кравцов. Çитес 2016-мĕш çулта шкулсенче он-лайн классем ытларах пулассине пĕлтернĕ. «Енчен те ачасем экзаменсене лайăх тытсан, вĕсем малашне нимĕнле йывăрлăхсемсĕрех аслă шкулсене вĕренме кĕреççĕ. Малашнехи çулсенче пĕтĕмлетӳ аттестаци ĕçне те çирĕп тĕрĕслев витĕр кăларма тĕллев палăртнине асăнса хăварнă.  Сергей Кравцов Чăваш Енре пурăнакансене çывхарса килекен Çĕнĕ çул уявĕсемпе саламланă. Пурне те ырлăх-сывлăх, телей, ачасене лайăх вĕренме, вĕрентекенсене лайăх ачасем сĕннĕ.



23 декабря 2015
19:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter