Федераци шайĕнчи ертӳçĕсем Чăваш Республикинчи вĕренӳ пайĕн ĕçне пысăка хакланă

 


 Раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнче Мускавра Раççей Президенчĕ Владимир Путин ирттернĕ Патшалăх Канашĕн ларăвне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Ĕçлĕ ларăва вĕрентӳ пайне çĕнетес ыйтупа çыхăнтарнă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн ум сăмахĕнче Раççей шкулне тĕнчери чи чаплă шкул тумаллине чĕнсе каланă. «Пирĕн малашлăхра çĕнĕ технологиллĕ вĕрентӳ пайне ытларах пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшмалла. Паянхи пурнăç таппипе тӳр килсе пымалла вĕрентӳ пайĕн, хăвăрт улшăнса пыракан пурнăç шайне пулас ăрăвăн туххăмрах кĕме вĕренмелле. Ачасене çĕнĕлле вĕрентсе вĕсен тавра-курăмне ӳстермелле, пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тытăма куллен çĕнетсе пымалла. Воспитани парас ĕçе айăккине сирсе хăварма юрамасть, ăна та вĕрентӳ пайĕпе юнашар пĕр тан ачасене аталантарса пымалла. Пулас ăрăва кăмăл-сипет туйăмне вăйлăрах çирĕплетсе пыма пулăшмалла. Вырăс чĕлхине, культурипе йăла-йĕркине, пĕр сăмахпа палăртсан Раççейри мĕнпур халăхăн пуян туприне упраса, вĕсене хаклама вĕрентсе пымалла. Çĕршыв вăйĕ - шăпах та çак ĕçсене епле пурнăçланинчен те килет. Паянхи çĕнĕ экономика валли пысăк тавракурăмлă специалистсене хатĕрлемелле», - тесе çирĕппĕн палăртса хăварнă Раççей Президенчĕ Владимир Путин. Ларура паянхи шкулсенче ытларах электронлă майпа ачасене пĕлӳ парас ыйту çине тимлĕх уйăрнă,   вĕрентекенсен пĕлӳ шайне ӳстерсе пымаллине, хутпа сахалтарах ĕçлемеллине палăртнă. Чи çивĕч ыйту – шкулсенче икĕ тата виçĕ сменăпа вĕрентессине пăрахăçласси. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Патшалăх Канашĕн ларăвĕ хыççăн хăй шухăшне пĕлтернĕ: «Регионсенче вĕренӳ пайне çĕнетес пирки çивĕч ыйтусем лартнă. Республикăра вĕрентӳ ĕçĕн тухăçлăхне ӳстерсе пырассишĕн кулленех ĕçлетпĕр. Кăтарту та куç умĕнчех – Пĕтĕм Раççей шайĕнче йĕркеленĕ олимпиадăсене хутшăнса çĕнтерӳçĕ ята тивĕçнисен шучĕ ик хут ӳсни те çакнах çирĕплетсе парать», - тенĕ вăл. Михаил Игнатьев ачасем пултаруллă та пысăк тавра-курăмлă, тарăн пĕлӳллĕ çитĕнччĕр тесе вăй хуракан учительсене, ашшĕ-амăшĕсене тав тунă. Суйлав умĕнхи тĕлпулусенче те пĕр хуччен çеç мар халăхпа тĕл пулнă самантсенче регионта вунă çул хушшинче Чăваш Енри 30 шкула тĕпрен модернизацилеме тĕллев лартнине аса илнĕ. «Палăртнă пур ыйтăва та туллин пурнăçлатпăр. Республикăри пур ача та хальхи пурнăçпа тӳр килекен шкулсенче вĕренĕç, икĕ сменăпа вĕрентессине пăрахăçлăпăр», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Çак сăмахсене çирĕплетсе Федераци шайĕнчи ертӳçĕсем те Чăваш Республикинчи вĕрентӳ пайĕн ĕçне пысăка хакланă. Раççей Федерацийĕн вĕренӳ Министрĕ Дмитрий Ливанов ларура Раççейри вĕрентӳ тытăмĕн ĕçне пур енлĕн пăхса тухнине, чи актуаллă ыйтусем тавра сăмах хускатнине, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки те чарăнса тăнине каланă, паянхи пурнăçра çĕнĕ шкулсем хута ярас ĕç çине ытларах тимлĕх уйăрмаллине палăртнă. Çитес çултан шкулсене модернизацилес, çĕннисене хута ярассипе йышăннă программа пурнăçа кĕме пуçлать.  Раççей Федерацийĕнчи ытти регионсемпе танлаштарсан, Чăваш Республикин ĕç кăтартăвĕсем çав тери пысăк шайра пулнине, малашне те регионта вĕрентӳ пайĕ тухăçлă аталанса пырассине шанса каланă Раççей вĕренӳ Министрĕ.  Республика халăхне çывхарса килекен Çĕнĕ çул уявĕсемпе, уйрăмах вĕренӳ пайĕн ĕçченĕсене саламланă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи ачасен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Павел Астахов Чăваш наци телерадио журналисчĕсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Чăваш Енре ачасене пурăнма çителĕклĕ таран пур условисене те йĕркелесе панине тепĕр хут çирĕплетсе хăварнă, Раççейри чи ăнăçлă вунă регион шутне кĕнине асăннă. «Чăваш Енре пепкесем ăнсăртран пурнăçран уйрăлса кайнă тĕслĕхсем пачах та çук тесен те йăнăш мар. Ача çурчĕсенче пурăнакан ача-пăчасем те сахаллансах пыраççĕ, кашни пепке тулли çемьере çитĕнет.  Нумай ĕç кăтартăвĕсемпе Чăваш Республики ыттисемпе танлаштарсан малтисен ретĕнче тăрать. Республикăн паха опычĕ ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче.  Эпир регион Ертӳçипе Михаил Васильевичпа  яланах тачă çыхăну тытса ĕçлетпĕр", - тесе каланă Павел Астахов. Чун-чĕререн Раççей халăхне, Чăваш Енре пурăнакансене çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламланă, ачасене, çемьесене яланах упрама сĕннĕ, пĕтĕмпех йĕркеллĕ, лайăх пулассине нимĕн иккеленмесĕрех каланă. Палăртса хăваратпăр, РФ Патшалăх Канашĕн ларăвĕ пуçланиччен Михаил Игнатьев чи малтан Раççей Федерацийĕн финанс Министрĕпе Антон Силуановпа, экономика аталанăвĕн Министрĕпе Алексей Улюкаевпа, вĕренӳ Министрĕпе Дмитрий Ливановпа, çыхăну тата массăллă коммуникацисен Министрĕпе Николай Никифоровпа, РФ Президенчĕ çумĕнчи ачасен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Павел Астаховпа ĕçлĕ тĕлпулусем ирттернĕ. Тĕплĕнрех



24 декабря 2015
10:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter