Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей перекет банкĕн Чăваш Енри 8613№-лĕ уйрăмĕн управляющийĕпе Юрий Бычковскийпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей перекет банкĕн Шупашкарти 8613№-лĕ уйрăмĕн управляющийĕпе Юрий Бычковскийпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Раççей перекет банкĕ»  ĕç ушкăнне çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламланă, организацире тăрăшакансен ĕçне пысăка хакланă. Кăçал экономика тĕлĕшĕнчен çăмăлах мар лару-тăрура та пĕтĕмĕшле калас пулсан, кăтартусем организацийĕн ӳсĕмлĕ пулнине асăннă регион Ертӳçи. Сăмаха май, Юрий Бычковский  хăйĕн сăмахĕнче филиалăн тĕп кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă. Калăпăр, 2015-мĕш çулта Раççей перекет банкĕнче уйрăм çынсем кредит илнин кăтартăвĕ ӳснине асăннă, патшалăх пулăшăвĕ паракан ипотека кредичĕсем туянакансен динамики те аванах хăпарса пынине каланă. Çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса парас тĕлĕшпе, пĕтĕмпе 6,5 млрд. тенкĕ уйăрса панине пĕлтернĕ. Хăй халлĕн ĕçлекен организацисене кредит панин ĕç кăтартăвĕ те пĕлтĕрхи çултан  пĕрре те кая мар пулнине палăртнă. Регион Ертӳçи республикăра банк тытăмĕнче вăй хуракансене валли çителĕклĕ пĕр тан условисем йĕркелесе панине, халăх ытларах Раççей перекет банкне шаннине палăртнă. Тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳçĕсем ытти ыйтусене те тĕплĕн сӳтсе явнă. Тĕплĕнрех

 



25 декабря 2015
10:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter