Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи инвестици климатне лайăхлатассипе ĕçлекен канашăн ларăвне ирттернĕ

 


Раштав уйăхĕн 24 мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи инвестици климатне лайăхлатассипе ĕçлекен канашăн ларăвне ирттернĕ. «2015-мĕш çул пирĕншĕн пуриншĕн те экономика енчен çĕнĕлĕхсем сахал мар кĕртрĕ. Инвестици явăçтарассипе регионăн çитĕнĕвĕсем те пур. Инновацилле аталанаса пырас ĕç кăтартăвĕпе Раççей Федерацийĕн 85 субъекчĕсем хушшинче Чăваш Республики хисеплĕ 5-мĕш вырăна йышăннă. Бизнеса аталанма кирлĕ пек пур условисене те йĕркеленин ĕç кăтартăвĕпе Наци рейтингĕн тишкерĕвĕ тăрăх, Чăваш Ен инвестици илĕртӳлĕхĕн шайĕ пысăк пулни куçкĕретех, Раççейре чи лайăх ĕçлекен вунă регион шутĕнче Чăваш Республики. Fitch Ratings тата Moody’s Investors Service кредит агенствисен тишкерĕвĕ тăрăх Чăваш Республики бюджет политикине çирĕп хăйĕн позицине тытса пыни курăнать. «Çак çитĕнӳсем пурсăмăр та пĕрле тăрăшса ĕçленĕрен пулнă», - тесе каланă регион Ертӳçи. «Республикăра усă курман, пушă çĕрсем пирки Пĕрлĕхлĕ информаци ресурсне хатĕрленĕ. Промышленноç тата тĕрлĕ объектсене лартас текенсем çак асăннă ресурсăн пулăшăвĕсемпе усă курма пултараççĕ. Пирĕн тĕллев – регионăн ĕç климатне лайăхлатса пырасси, предпринимательсем валли пур условисене те хатĕрлесе çитересси. Шансах тăратăп, çитес 2016-мĕш çулта пысăк производствăсем хута каяссине, çĕнĕ технологисем вăй илсе пырассине, халăх валли çителĕклĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрленессе», - тесе сăмаха малалла тăснă Михаил Игнатьев.   Ку хутĕнче ларăва пухăннисем пысăк инвестициллĕ «Чебоксарское предприятие «Сеспель»  АХО Муркаш районĕнче Оринин ял поселенийĕнче хута яма тĕллев лартнă проекта тĕплĕн пăхса тухнă. Предприятийĕн генеральнăй директорĕ Владимир Бакшаев хăйĕн сăмахĕнче организаци танк-контейнерсем калăплассипе ĕçлессине каланă, вĕсен таварĕсемпе Газпром тата КАМАЗ ытларах кăсăкланнине пĕлтернĕ. Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 200 млн. тенкĕпе танлашать.  Кунта харăсах 500 ятарлă специалиста явăçтарма палăртнă, енчен те предприяти вăй илсе кайсан тата 50 çын валли ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ», - тенĕ вăл. «Инвестици проекчĕ пурнăçа лайăх кĕрсен ытти предпринимательсене тĕслĕх вырăнĕнче кăтартса памалла, республика яланах витĕм кӳме хатĕр пулнине пĕлтермелле», - тенĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин.    «Енчен те предпринимательсен пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсем пур пулсан, вĕсен объекчĕсене хăпартса лартма çĕрсене уйăрса пама аукционсемсĕрех тивĕçтермелли ятарлă йĕрке çирĕплетнĕ. Ку тĕслĕхсемпе бизнесра вăй хуракансен хăйсен ĕçĕнче тĕпе хума тăрăшмалла», - тесе каланă Чăваш Республикинчи предпаринимательсен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Владимир Иванов. Ларăва пухăннисем инвестици климатне лайăхлатса пырассипе тĕслĕхлĕ ĕçлекен муниципалитетсен ертӳлĕхĕсен доклачĕсене итленĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă. Тĕплĕнрех 



25 декабря 2015
10:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter