Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫӑлав службин ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Ҫӑлав службин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

 

 Сире професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Ҫӑлавҫӑ пулса ӗҫлесси вӑл – чун туртӑмӗ. Эсир хӑвӑр пур­­­нӑ­ҫӑр хӑ­ру­ш­­лӑха лек­ме пулта­рас­сине пӑхмасӑр, йыхрав илсенех инкеке лекнисене пу­лӑш­ма ва­ска­тӑр. Сире кашни кунах, хӑш чухне вара сехетсерен тенӗ пек ин­кек-син­­­кекпе тӗл пулма тивет, ҫав хушӑрах эсир чунӑрти лӑпкӑлӑхпа ырӑ кӑ­мӑл­лӑха упрама, ҫыншӑн пӑшӑрханма пӗлнипе тата хӑ­вӑра шел­ле­месӗр ву­та та, шыва та кӗме хатӗр пулнипе палӑрса тӑратӑр.

Кӑткӑс лару-тӑрура сирӗн яваплӑ йышӑнусем тума тивет. 2015 ҫулта Чӑ­ваш Енре Раҫҫей МЧС-ӗн ӗҫченӗсем республика территорийӗнче тех­но­ген сӑлтавӗсемпе пулнӑ 900 ытла пушара сӳнтернӗ, майсӑр ултӑ лару-тӑру тата ҫул ҫинчи пин ытла транспорт инкекӗн сиенӗсене пӗтернӗ, пин ҫурӑ ҫын­ пурнӑҫне ҫӑлнӑ.

Хальхи вӑхӑтра ҫӑлав службисен сотрудникӗсене хӑйсен ӗҫне  пур­­нӑҫ­ла­ма кирлӗ пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтереҫҫӗ. Пысӑк куҫӑмлӑ ҫӑлав  под­разделенийӗсем йӗркеленеҫҫӗ, майсӑр лару-тӑру пулма пултарассине асӑр­­­ха­са тӑмалли тата прогноз тумалли тытӑм ӗҫӗ лайӑхланать.

Ҫӑлав службисен ӗҫченӗсем халичченхи ҫитӗнӳсемпе лӑпланса лар­ман­­ни, хӑйсен ӗҫне яланах лайӑхлатса пыма тӑрӑшни уйрӑмах пӗлте­рӗшлӗ.

 Хӑвӑр ӗҫӗре пысӑк тӑрӑшулӑхпа пурнӑҫланӑшӑн, паттӑрлӑхшӑн тата тивӗҫе чунтан парӑннӑшӑн сире пурсӑра та тав тӑватӑп. Эсир хӑвӑр умӑрти тӗллевсене малашне та ӑнӑҫлӑн пурнӑҫласа пырасса шанса тӑратӑп. Ҫи­рӗп сыв­лӑх, чун ҫирӗп­лӗхӗ, службӑра ҫитӗнӳсем сунатӑп! Сире, ҫем­йӗ­р­­се­не ырлӑх тата телей!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                              М.Игнатьев



25 декабря 2015
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter