Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Раççей Федерацийĕн Çăлав службине йĕркелесе янăранпа 25 çул çитнине халалласа ирттернĕ мероприятине хутшăннă

 


Раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Раççей Федерацийĕн Çăлав службине йĕркелесе янăранпа 25 çул çитнине халалласа ирттернĕ мероприятине хутшăннă. Михаил Игнатьев хăйĕн ум сăмахĕнче çăлавçăсен служби  хăйсен умне лартнă тĕллевсене тулин пурнăçланине палăртнă. «Эсир хӑвӑр пур­­­нӑ­ҫӑр хӑ­ру­ш­­лӑха лек­ме пулта­рас­сине пӑхмасӑр, йыхрав илсенех инкеке лекнисене пу­лӑш­ма ва­ска­тӑр. Сире кашни кунах, хӑш чухне вара сехетсерен тенӗ пек ин­кек-син­­­кекпе тӗл пулма тивет, ҫав хушӑрах эсир чунӑрти лӑпкӑлӑхпа ырӑ кӑ­мӑл­лӑха упрама, ҫыншӑн пӑшӑрханма пӗлнипе тата хӑ­вӑра шел­ле­месӗр ву­та та, шыва та кӗме хатӗр пулнипе палӑрса тӑратӑр», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май. Юлашки çулсенче федераци тата регион бюджетĕнчен сахал мар çак асăннă службăшăн тăкакланнине каланă. «Пысăк технологиллĕ хатĕрсем вăй илсе пыраççĕ. Кăтарту та аван. Пушар пулнă тĕслĕхсен шучĕ куçкĕретех чакса пырать. Шывра пулнă инкексем те сахалланса пыни сисĕнет», - тенĕ. Шанса панă ӗҫе пысӑк тӑрӑшулӑхпа пурнӑҫланӑшӑн, паттӑрлӑхшӑн тата тивӗҫе чунтан парӑннӑшӑн тав тунă. Умри  тӗллевсене малашне та ӑнӑҫлӑн пурнӑҫласа пырассине шанса каланă. Ҫи­рӗп сыв­лӑх, чун ҫирӗп­лӗхӗ, службӑра ҫитӗнӳсем суннă. Раççей МЧС Чăваш Енри Тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов хăйĕн докладĕнче Чăваш Енри служба Атăлçи федераци округĕнче чи ăнăçлă ĕçлесе пыраканнисен шутĕнче пулнине пĕлтернĕ. Яланхиллех ĕçре хастарлăхпа палăрнисене патшалăх наградисене парса чысланă. Уява хатĕрлесе тăратнă куравсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пăхса çаврăннă. Тӗплӗнрех

 



26 декабря 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter