Шупашкарти 78№-лĕ ача сачĕн иккĕмĕш корпусне реконструкциленĕ хыççăн хаваслă лару-тăрура уçнă

 


Шупашкарти 78№-лĕ ача сачĕн иккĕмĕш корпусне реконструкциленĕ хыççăн хаваслă лару-тăрура уçнă. Паллă пулăма Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, Вĕренӳ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова, Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă.  Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев юлашки пилĕк çул хушшинче пĕтĕмпе ача сачĕсенче  21,5 пин çĕнĕ вырăн хатĕрленнине каланă. Калăпăр, 2014-мĕш çулта  пурĕ 15 çĕнĕ ача сачĕ хута кайнă. Юлашки тăватă çул хушшинче объектсене пурнăçа кĕртме пĕтĕмпе 3 млрд. та 900 млн. тенкĕлĕх тăкакланнине пĕлтернĕ. Патшалăх политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри вĕрентӳ пайне модернизацилесси, ăна çĕнĕлле аталантарса пырасси пулнине асăннă. Палăртма кăмăллă, Чăваш Енре юлашки тăватă çул хушшинче демографи лару-тăрăвĕ лайăх енне улшăнса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. «Ача сачĕсене, шкулсене хута яни, амăшĕн капиталĕ программăна  2018-мĕш çулччен йышăнса хăварни – çаксем пĕтĕмпех ырă улшăнусем. Пирĕн çитĕнӳсене федераци шайĕнче палăртаççĕ. 2015-мĕш çулта республикăри ача сачĕсенчен иккĕшĕ Раççей Федерацийĕн чи лайăх учрежденийĕсем шутне кĕнĕ.  Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи ачасен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Павел Астахов та регионта ачасене çитĕнтерме чи лайăх условисем пулнине рейтинг кăтартăвĕсем тăрăх палăртнă. Чăннипех те республикăра ачасем ăслă, пысăк тавра-курăмлă аталанса пыччĕр тесе çителĕклĕ условисем йĕркеленĕ», - тесе палăрнтнă Михаил Игнатьев. Кăçал çак объект пиллĕкмĕш шутланать.  Раççей Правительстви тата «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕ витĕм кӳнине кура программăсем кирлĕ пек шайра пурнăçланаççĕ. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова пухăннисене çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламланă. «Çĕнĕ çул умĕн çĕнĕ ĕмĕтсем пулмалла. Вĕсем пурнăçа кĕччĕр тесен, хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех йĕркелемелле. Республикăра çĕнĕрен те çĕнĕ ача сачĕсем хута кайччĕр, вĕсем çитĕнсен лайăх пĕлӳ илччĕр тесе, Республика Правительствипе пĕрле тăрăшса ĕçлетпĕр», - тенĕ Алена Аршинова. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» витĕмлĕхне кура, федераци бюджетĕнче 130 млрд. хушма укçа-тенкĕ пăхса хăварма май килнине асăннă, вĕсенчен Чăваш Республикине пĕтĕмпе 1 млрд. та 600 млн. тенкĕ куçарнине пĕлтернĕ. «Регионта вĕренӳ пайне федераци хыснинчен  уйăрнă пулăшупа тухăçлă усă курнă. Кăтартусене Раççей Федераци шайĕнче те куçкĕретех ырăпа палăртнă. Çитес çул та пулăшу куçĕ», - тенĕ Алена Аршинова. Ача сачĕн ертӳçине «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн символне -упа çурине парнеленĕ. Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов республикăра пурăнакансене çывхарса килекен уявсемпе саламланă. Наталья Пушкаренко хăйĕн пепкипе хаваслă лару-тăрăва килсе çитнĕ. Ача сачĕ хута кайнăшăн питĕ савăннă. Унăн ывăлĕ икĕ çул та ултă уйăх тултарнă. Вĕсем учреждени хута каяссине чунтан хĕпĕртесе кĕтнĕ. Вăл малалла ачине ача садне вырнаçтарĕ, хăй вара юратнă ĕçне ĕçлеме тухĕ. Хĕрлĕ лентăна каснă хыççăн, сумлă хăнасем ача садне пăхса çаврăннă, условисемпе кăсăкланнă. Республика Пуçлăхĕ ачасемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе курса калаçнă. Садикре ачасемпе тĕрлĕ апат-çимĕç ăсталассипе вĕрентӳ уйрăмне те йĕркеленĕ, технологине вĕрентме пур услови те çителĕклĕ. Çĕнĕ ача садĕнче харăсах 185 пепке çӳреме пултарать. Объекта Ача сачĕсене реконструкцилес Патшалăх программине тĕпе хурса пурнăçланă, пĕтĕмпе учреждени ĕçне 72,1 млн. тенкĕ тăкакланă. Тĕплĕнрех



28 декабря 2015
10:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter